20 февраля 2010 г.
ПАЛТИЕЛ çывăхĕнчи Хырла юхан шывĕ çинче ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем вахтăра тăраççĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн вĕсем халĕ тăвакан шыв хранилищинче дежурство пунктне йĕркелеççĕ, кулленхи лару-тăру пирки пĕлтерсе тăраççĕ.
Хальлĕхе шыв хранилищи ĕçлемест-ха, анчах та шыва тытса юлмалли хатĕрсем паян-ыран хута каймалла. Çакăн хыççăн, çуркунне, хранилищĕне 16 миллион кубла метр чухлĕ шыв пухăнмалла. Çакă çуркунне юр мĕнлерех ирĕлессинчен те килĕ, çав вăхăтрах плотина шыв юхăмне мĕнлерех чăтĕ;
Çакна «Чувашгипроводхоз» институчĕн тата «Спецстройкоммуникация» пĕрлешÿ специалисчĕсем тĕрĕслесе тăрĕç. Сăмах май, шыв хранилищинче контрольпе виçев аппаратурине маларах вырнаçтарса хăварнă.