20 февраля 2010 г.
КИВĔ ЧУКАЛТИ Николай Денисов хăйне вĕрентекен учительсем çине яланах ăмсанса пăхнă, вĕсем пек пулма тăрăшнă. Ку вăл ахальтен пулман – Николай пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шкула пир кĕпе-йĕмпе, çăпатапа çÿрекен арçын ача яланах лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă. Учитель пулас тесен, çирĕп пĕлÿ кирлине, анлă тавракурăмлă пулмаллине лайăх ăнланнă Николай.
1935 çулта 7 класс пĕтерсен мал ĕмĕтлĕ яш Улатăрти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Хырăмĕ яланах тутă пулмасан та, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă вăл, çулран-çул çутă ĕмĕчĕ патнелле талпăннă.
1939 çул Николай Денисовшăн ĕмĕрлĕхех паллă çул пулса юлнă. Çак çул июньте вăл тахçантанпах кĕтнĕ учитель дипломне алла илнĕ.
Çамрăк специалиста кÿршĕ яла – Çĕнĕ Чукалти шкула ĕçлеме янă. Педагог ĕçне пысăк хахаланупа пуçăннă вăл. Анчах та юратнă ĕçре нумай ĕçлеме телей пÿрмен ăна – çав çулхи ноябрь вĕçĕнче Хĕрлĕ çар ретне илнĕ.
Служба биографийĕ Смоленск облаçĕнчи пехота чаçĕнче пуçланнă. Икĕ çултан киле таврăнса учитель ĕç-хĕлне малалла тăсма ĕмĕтленнĕ Денисов хĕрлĕ армеец. Анчах та, вăрçă пуçланнă май, тăван яла çичĕ çултан кăна çаврăнса çитнĕ вăл.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи ирхи шуçăма Николай караулти постра кĕтсе илнĕ. «Тревога» янăраса кайсан подразделенири салтаксем строя тăнă, винтовкăсем çакса малти позицисем еннелле кайнă.
Стрелоксен полкĕ ытти чаçсемпе пĕрлешсе хаяр çапăçусене кĕнĕ. Анчах та вăйсем пĕр пек пулман – пирĕннисен полкĕсем тăшмана сиен кÿре-кÿре каялла чакнă. Орша хули патĕнче фашист эшкерĕсен моторизациленĕ çарĕсем пирĕн чаçсене йĕри-тавра хупăрласа илнĕ, салтаксемпе офицерсем плена лекнĕ.
Плена çакланнисене нимĕçсем эшелон çине лартса анăçа илсе кайнă, лагере хупнă. Йывăр ĕçре нушалантарнă вĕсене, выçăллă-тутăллă пурăннипе халсăрланса çитнисене пере-пере пăрахнă.
1945 çулта пирĕн çарсем лагерьте нушаланнисене ирĕке кăларсан, НКВД органĕсен уйрăм пайĕ пурне те тĕплĕн тĕрĕслесен Николай Денисов хĕрлĕ армееца юлташĕсемпе пĕрле Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн (командующийĕ Г.К.Жуков маршал) 5-мĕш ударлă армийĕн, стрелоксен 94-мĕш гварди дивизийĕн 283-мĕш полкне янă. Часах чаç ытти полксемпе Одер урлă каçса çыранăн тепĕр енче çирĕп плацдарм йышăннă, тăшманпа паттăррăн çапăçса хамăрăн ытти дивизисене юханшыв урлă каçма майсем туса панă. Çак çапăçусемшĕн Николай Денисов рядовоя, унăн юлташĕсене орден-медаль парса чысланă. Кивĕ Чукал каччи пĕрремĕш степень Отечественнăй вăрçă орденне тивĕçнĕ.
Апрельте Берлиншăн пынă хаяр çапăçусене те хутшăннă Денисов хĕрлĕ армеец. Пĕр çапăçура йывăр аманна. Кун хыççăн вăрах вăхăт госпитальсенче сипленнĕ. Аслă Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илнĕ. Унта ăна харăсах икĕ награда – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата «Берлина илнĕшĕн» медаль парса хисепленĕ. Вĕсене ентешĕмĕр Германи тĕп хулине илессишĕн пынă çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ.
Тăван яла таврăнсан Николай Иванович хăй тахçантанпах тунсăхласа çитнĕ учитель ĕçне пуçăннă. Кивĕ Чукал шкулĕнче 1-4 классенче вĕрентнĕ вăл. Яланах тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн унăн çар наградисем çумне «Ĕç ветеранĕ» медаль хутшăннă.
Мăшăрĕпе, Ольгăпа (тăпри çăмăл пултăр), 2 хĕрпе 4 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра тăхăрвуннăри вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.И.Денисов Шупашкарти ывăлĕн – Викторăн çемйинче пурăнать. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тăван ялта палăртма ĕмĕтленет Николай Иванович.