20 февраля 2010 г.
КАХĂРЛĂ ШĂХАЛĔНЧИ Владимир Петровичпа Галина Алексеевна Юмановсен икĕ ывăлĕ те паян Раççей çарĕнче службăра тăраççĕ. Ашшĕпе амăшĕ Витьăпа Петьăшăн – вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме юрăхлă пулнăшăн – чĕререн савăнаççĕ.
– Пирĕн йăхра кашни арçынах салтакра пулнă, – тет Владимир Петрович. – Атте – Петр Константинович – Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, ахаль салтакран офицера çитнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата медальсемпе наградăланă.
Аттепе аннен ултă ывăлĕ те çар службинче ырă тĕслĕх кăтартнă. Вĕсем хушшинче пограничник та, связист та, ракетчик та, танкист та пур. Эпĕ хам Инçет Хĕвел тухăçĕнче космос çарĕсенче службăра тăтăм. Начар салтак пулман – хамăн тивĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн командирсем темиçе хутчен те тав турĕç.
Калаçăва Витяпа Петя Юмановсем çинчен пуçларăмăр пулсан, каялла вĕсем патне таврăнар-ха. Иккĕшĕ те Ульяновскри строитель колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Спортра пиçĕхнĕ, сывлăх енчен тĕреклĕ каччăсене службăра та йывăрах мар иккен. Витя – Самарти мотострелковăй бригадăра БМП механик-водителĕ. Нумаях пулмасть Раççейпе Белорусси çарĕсем пĕрле ирттернĕ вĕренĕве хутшăннă.
Петя Саратоври çар чаçĕнче службăра тăрать, заправщик-моторист специальноçне алла илнĕ.
Витя çартан кăçалхи çуркунне, Петя кĕркунне таврăнĕç. Иккĕшĕ те салтак служби лайăх иртни, çарта шанчăклă юлташсем тупни, командирсем вĕсене хисеплени çинчен пĕлтереççĕ. Салтак çулне çитсе пыракан ял çамрăкĕсене çар службине кайни арçыншăн çав тери хисеплĕ пулни çинчен аса илтереççĕ.