Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте вăрçăран таврăнаймарĕ

20 февраля 2010 г.

1941 ÇУЛХИ июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи çарĕсем пирĕн Тăван çĕршывăмăр чикки урлă каçса вăрçă пуçласа янă. «Юнкерссем» пысăк ушкăнпа вĕçсе килсе хуласемпе ялсем, çар объекчĕсем, аэродромсем çине татти-сыпписĕр бомбăсем тăкнă. Пур çĕрте те çынсем ахлатни, ачасем йĕни илтĕннĕ. Нимĕçсен танкĕсем шалтан шала кĕрсе пынă, вĕсен хÿттипе салтаксемпе офицерсем чупнă. Юнашарах мотоциклистсем ыткăннă. Вĕсем пурте йĕри-тавраша снаряд-пуля сирпĕтнĕ, вилĕм вутне тăкнă.

Хĕç-пăшаллă вăйсем, паллах, пĕр тан пулман. Фашистсен çарĕсен самолетсем те, танксем те чылай ытларах пулнă. Тăшманăн моторизациленĕ çарĕсем пысăк хăвăртлăхпа куçса пынă. Пирĕн çарсем чакса пынă май, кашни метр çĕршĕн хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă. Совет салтакĕсемпе офицерсем хаяр çапăçусенче тĕлĕнмелле паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. «Вилетпĕр, анчах парăнмастпăр!» – çак лозунгпа вĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăнă. Тăван çĕршывăмăра тăшмана парас мар тесе салтаксемпе офицерсем нимĕç çарĕсемпе паттăррăн кĕрешнĕ. 1941 çулхи кĕркунне фашистсен эшкерĕсем Мускав патнех çывхарнă. Анчах пирĕн çарсем вĕсен наступленине чарса лартнă. Çав çулхи декабрьтех вĕсем тăшмана хирĕç котратакăна çĕкленнĕ, Германи çарĕсене Мускав таврашĕнчен хăваласа ярса çирĕп оборона йышăннă. Çак калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пирĕн çарсене тата тыл ĕçченĕсене тăшмана çĕнтерес шанăç панă, çутă ĕмĕтпе çунатлантарнă.

... 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕ, хаяр вăрçăн иккĕмĕш кунĕ. Пирĕн анне кÿршĕ хĕрарăмĕсемпе пĕрле вăрмана çырлана тухса кайрĕ. Атте вара пурттине йăтса кÿршĕ яла – Шăмăрша утрĕ. Вăл унта платниксен бригадипе район больницин çĕнĕ çуртне ăсталатчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ – пирĕн пата ял Совечĕн исполнителĕ чупса çитрĕ. «Сирĕн Василийĕн паянах çар комиссариатне каймалла, – терĕ вăл. Васкатăп-ха, Кивĕ Шăмăршăран арçынсене татах та чĕнтернĕ».

Аттене больницăна телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ-мĕн – часах киле çитрĕ. Вăл çырмана анса пит-куçне çурĕ те, кутамккине тирпейлесе унта пĕр çавра çăкăр чикрĕ. «Аннÿ вăрмантан часах килеймест пулас, манăн вара халех тухса каймалла, – терĕ атте. – Ну, ачамсем, сывă пулăр. Вăрçă ытла та анлăн сарăлса пырать, теççĕ, эпĕ сире текех кураймăп ĕнтĕ...» Вăл мана, 6-ри арçын ачана, 4-ри йăмăка чĕркуççи çине ларса ăшшăн ыталаса илчĕ те, куçĕнчен куççуль шăпăртатрĕ. Кун хыççăн сăпкара çывăракан 10 уйăхри шăллăма питĕнчен чуп турĕ. «Эсĕ, Миккалай, ман вырăна юлатăн, – малалла калаçрĕ атте. – М анăн пуртта упра. Хуçалăхра вăл яланах кирлĕ».

Эпир асаттепе пĕрле аттене çар комиссариатне çитиех ăсатрăмăр. Унта повестка илнисене мунча кĕртрĕç те лаша ураписем çине лартса Канаша ăсатрĕç. Кашни лав çине 4-5 арçын вырнаçрĕç. «Миккалай, аннĕре яланах итлĕр, ăна пулăшăр!» – терĕ атте лав тапранас умĕн.

Пĕр-икĕ уйăхран аттерен çыру килчĕ. Фронтран янă çырăва анне йĕре-йĕре вуласа тухрĕ. Атте Ленинград хулине тăшманран хÿтĕлет-мĕн. Пирĕн çарсем оборонăра çирĕп тăраççĕ иккен, мĕнле йывăр пулсан та хулана нимĕçсене памаççĕ.

1943 çулта аттерен юлашки хут çыру килчĕ. Питĕ шел, атте, малтан вăрçă хирĕсенче 6-7 хут аманнăскер, хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунине пĕлтерекен «хура хут» çав çул килчĕ. Часах унăн «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальне те киле ярса пачĕç...

Кăçал январĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çарсем Ленинград блокадине татнăранпа 66 çул çитрĕ. Çак хулара, ун таврашĕнче вилнĕ, пуç хунă 800 пин çын хушшинче пирĕн атте те пур. Вăл хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле Ленинграда чĕри тапма чарăничченех патăррăн хÿтĕленĕ, каялла пĕр утăм та чакман. Пирĕн атте, фронтран яла таврăнайман ытти çынсем ĕмĕрĕпех ял-йыш асĕнче пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика