20 февраля 2010 г.
ТĂВАН çĕршыва хÿтĕлесси – кашни арçыннăн хисеплĕ тивĕçĕ, – палăртнă Раççей Конституцийĕнче. «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, кашни çулах пирĕн çĕршывра çурхи тата кĕрхи призыв тапхăрĕсем иртеççĕ. Кашни призыврах районти çамрăксен пысăк ушкăнĕ çар ретне тăрать, Конституцире, саккунра, приказра палăртнă тивĕçе пурнăçлать. Служба срокне тултарса таврăннă арçынсем ял-йышра яланах сумлă пулнă. Ку вăл малашне те çаплах пулĕ.
Юлашки çулсенче Раççей Правительстви служба пĕлтерĕшне çÿллĕрех шая çĕклерĕ. Алла хĕç-пăшал тытса ĕçлемелли тытăмсенчи органсене халĕ çар службинче пулманнисене ĕçе илмеççĕ. Пурнăç практики çакна та кăтартса парать: руководительсем (нумай чухне вĕсем хăйсем те тахçан салтакра пулнăскерсем) çар службинче пиçĕхнĕ çамрăксене чи малтан ĕçе йышăнма тăрăшаççĕ (вакантлă вырăнсем пулсан).
Çулсем сисĕнмесĕрех хыçа юлаççĕ. Анчах та службăри кунсем, уйрăм самантсем, салтакра пĕрле пулнă юлташсем манăçмаççĕ, час-часах куç умне тухса тăраççĕ. Службăра пулнă тапхăр арçыншăн ĕмĕрлĕхех хăйне евĕр «пурнăç шкулĕ» пулса юлать. Салтакра пиçĕхнĕ çын пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пырать.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн пирĕн корреспондент районти запасри салтаксемпе тата сержантсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене хăйсен çамрăклăхри служби çинчен каласа пама ыйтнă.
Владимир Мулендеев (Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ), пенсионер:
– Мана, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтерсе Североуральскра лесничи помощникĕнче ĕçленĕскере, 1970 çулхи çуркунне çар службине илчĕç. Ракета çарĕсенчи служба Мари АССРĕнче иртрĕ. Витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатать-и, çуллахи шăрăх çунтарать-и – салтакăн автоматпа постра тăмалла, çар техникине сыхламалла. Çар службинче йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни мана кайран аслă пĕлÿ илсе вăрман хуçалăхĕнче, Наци паркĕнче 35 çул ытла чăтăмлăн ĕçлеме пулăшрĕ.
Станислав Ястребов (Кивĕ Шăмăршă), Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
– Манăн служба 1978-1980 çулсенче, Совет Çарĕсен Германири группинче иртрĕ. Унта мотострелоксен полкĕн артиллери дивизионĕнче малтанах 122 миллиметрлă гаубица наводчикĕ пултăм, пĕр çулталăкран сержант званийĕ парса расчет командирĕ пулма çирĕплетрĕç. Руководителĕн малтанхи организацилле хăнăхăвне çар службинче илтĕм.
Ильдар АХМЕТОВ (Палтиел), «Мир» ЗАО водителĕ:
– 1979 çулхи çуркунне мана районти çар комиссариатĕнчен Канашри ДОСААФ шкулне водителе вĕренме ячĕç. Водитель удостоверенине илсен çав çулах, кĕркунне, службăна кайма повестка пачĕç. Салтакра вĕр-çĕнĕ УАЗ автомашина шанса пачĕç. Мускаври Жуковский ячĕллĕ çар академийĕнчи хуçалăхпа тивĕçтерÿ подразделенийĕнчи служба водитель опытне илме май пачĕ. Салтакран таврăннăранпах, 1981 çултанпа, водитель пулса вăй хуратăп. Хам ĕçе юрататăп. Служба мана яланлăх професси пачĕ.
Николай ТИМОФЕЕВ (Пуянкасси), ЧР тава тивĕçлю механизаторĕ, Хисеп палли орден кавалерĕ:
– Служба умĕн эпĕ тăван колхозра трактористра ĕçлерĕм. 1974 çулхи кĕркунне салтака илчĕç. Иркутскри радиомеханиксен шкулне пĕтерсен сержант званийĕ парса ПВО çарĕсенче радиостанци начальникĕ пулма çирĕплетрĕç. Икĕ çултан киле таврăнсан колхозра каллех механизаторта ĕçлеме пуçларăм. Службăра пулнă çулсене яланах ырăпа аса илетĕп. Служба характера пиçĕхтерет, кăмăла çирĕплетет.
Сергей ХАФИЗОВ (Шăмăршă), Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ:
– 1986-1988 çулсенче эпĕ çар тивĕçне сăрт-туллă Афганистанра пурнăçларăм. Тăван çĕршывран Афганистана тĕрлĕ грузсемпе килекен автоколоннăсем çинче бронетранспортерсемпе хÿтлĕх парса пырасси вĕсене каялла СССР чиккине çити ăсатса ярасси пирĕн тĕп тивĕç пулнă. Колоннăсене сыхласа пынă вăхăтра сăрт-тусем çинчен тăтăшах «вутлă çумăр» тăкăнатчĕ. Паллах пирĕн ушкăнра çухатусем те пулкалатчĕç. Командовани заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн мана «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «СССР границине сыхланă чухне палăрнăшăн», «Афганистан халăхĕ тав туса – воин-интернационалиста» медальсем парса хисеплерĕç.
Юрий ЕРМОЛАЕВ (Карапай Шăмăршă), Шăмăршăри вăтам шкулти ОБЖ преподавателĕ:
– Хамăн çар тивĕçне Çурçĕр-Кăнтăр пограничнăй округра, 1987-1989 çулсенче, пурнăçларăм. Службăра çарти виçĕ енлĕ кĕрешÿ енĕпе округ чемпионĕн медальне çĕнсе илме май килчĕ. Службăра пулни мана хамăн предмет урокĕсене, шкулти «Патриот» клубăн занятийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма пулăшать. Çамрăксене пурне те салтака юрăхлă пулма ырă сунатăп. Каччăсем службăран чăн-чăн арçынсем пулса таврăнаççĕ.
Геннадий МАКАРОВ (Кахăрлă Шăхаль), «Карла» фермер хуçалăхĕн ертÿçи, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
– Служба çулĕсем (1989-1991) Удмурт Республикинче, Чукун çул çарĕсенче иртрĕç. Унта эпир, караулти службăна çÿренипе пĕрлех, автоçул тунă çĕрте те вăй хураттăмăр. Чаç командованийĕ юлташăмсемпе пĕрле мана та Грамота парса чысланă самант яланлăха асра юлчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тетен, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕн, Валерий Кузнецов сержантăн Афганистанри паттăрлăхĕ маншăн ырă тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Çарта илнĕ специальноç мирлĕ пурнăçра та кирлĕ пулчĕ – тăвансемпе пĕрле хамăр пурăнакан Ленин урамĕн пĕр пайне тимĕр-бетон плитасем сарса тикĕслерĕмĕр.
Федор ВЕДЕНЕЕВ (Кивĕ Чукал):
– Службăна кайиччен Патăрьелĕнчи профтехучилищĕре водителе вĕрентĕм. 2005 çулхи çуркунне салтака илчĕç. Шалти çарсенче, Краснодар крайĕнче мотострелоксен полкĕнче бронетранспортер механик-водителĕ пултăм. Унта туслăха хаклама, ăна упрама, ответлăха туйма вĕрентĕм, техника хăнăхăвне илтĕм. 2007 çулта демобилизаци йĕркипе киле таврăнтăм, тăван ялтах тĕплентĕм. Çамрăксене лайăх салтак пулма ырлă-сывлăх сунатăп.