26 февраля 2010 г.
МИЛИЦИН ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем район территорийĕнче хăрушсăрлăх йĕркисем пурнăçланса пыччăр тесе нумай тăрăшаççĕ. Йĕркене пăсакансем пирки, паллах, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивет. Акă, водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнман фактсем тăрăх инспекторсем январьте 676 протокол çырса хатĕрленĕ. Чылайăшĕ вара салонра хăрушсăрлăх пиçиххине çыхасси пирки аса та илмест. Инкек-синкек тухас пулсан (кун пекки ан пултăрах!) шăпах çак пиçиххи вилĕмрен çăлса хăварма е аманасран сыхланма пулăшасси çинчен шутламаççĕ. Водителĕн хăйĕн кăна мар, салонри пассажирсене те пиçиххипе çыхăнма хистемелле. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Хăрушсăрлăх чĕнне çыхман тĕслĕхсем тăрăх сотрудниксен январьте кăна 670 (!) протокол çырма тивнĕ.
Руль умне ларас умĕн алла черкке тытма юраманнине кашни водитель лайăх пĕлсе тăрать. Ÿсĕрсем районта çуллен аварисем тăваççĕ, вĕсенче çынсем вилеççĕ, аманаççĕ. Çапах та «чир» çав-çавах иртмест. Водитель руль умне ларас умĕн алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ фактсем тăрăх 12 протокол çырнă.
Хĕллехи пăрлак çул-йĕрсем водительсене тимлĕхе темиçе хут ÿстерме хистеççĕ. Хăрушлăх тухса тăрсан, тормоз педалĕ çине пуссан та техника кустăрми вуншар метр шуса кайма пултарни пирки яланах асра тытмалла.
Çул-йĕрсем çинче çуран çÿрекенсене те тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Вĕсем çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх иртнĕ уйăхра 19 протокол çырнă. Çул урлă каçас пулсан, икĕ еннелле те пăхса илмелле. Çывăхра транспорт килнине курсан, тăхтаса тăмалла. Пĕр-икĕ минут кĕтни кĕтмен инкеке сирме май парĕ.
Нумай чухне ачасем çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисем пирки шутламаççĕ те. Çавна май ашшĕ-амăшĕсен ачасене кун пирки куллен аса илтермелле. Автотрасса урлă каçса шкула çÿрекенсен (Карапай Шăмăршă тата Шăмăршă ачисен) уйрăмах тимлĕ пулмалла.