Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри пуçарулăхпа – çĕнĕ тĕллевсем патне

26 февраля 2010 г.

(Райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕн çумĕ А.П.ЧУМУРКИНА культура работникĕсен районти канашлăвĕнче культура учрежденийĕсен 2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе тата 2010 çулта тăракан задачăсене çивĕчлетсе каланă сăмахран.)

2009 ÇУЛТА культура работникĕсем РФ Президенчĕн «Çамрăксен çулталăкĕ çинчен», ЧР Президенчĕн «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен» Указĕсене, «Шăмăршă районĕн культура аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăна пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Паянхи кун тĕлне районта ял поселенийĕсен 32 культура учрежденийĕ, Шăмăршăри район историйĕн музейĕ тата Васанти халăх музейĕ шутланса тăрать. Вĕсем халăхăн культурăри тĕрлĕ енлĕ ыйтăвĕсемпе туллин ĕçлесе пыччăр тесе районта тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ. Ачасене хушма пĕлÿ парас, вĕсен творчество ăсталăхне малалла аталантарас тĕлĕшпе Ача-пăча искусство шкулĕ те хăйĕн сисĕмлĕ тÿпине хывать.

Районти клуб учрежденийĕсемпе библиотекăсем ятарласа тунă çуртсенче вырнаçнă, вĕсене çутçанталăк газĕпе ăшăтса тăраççĕ. ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинче ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» Указĕ Шăмăршăри Культура керменĕнче (хальхилле каласан, «Шăмăршă районĕн культура аталанăвĕн центрĕ» МУК) тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çуртĕнче анлă юсав ĕçĕсем – пурĕ 1 миллион та 419 пин тенкĕлĕх – туса ирттерме май пачĕ. (Çак суммăран 963 пин те 900 тенкĕ – республика, 455 пин – вырăнти бюджет укçи). Çутçанталăкăн çил-тăвăллă пулăмĕ Патирекри Культура çуртне сиен кÿчĕ. Çак учреждение юсама республика бюджетĕнчен – 600 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 10 пин тенкĕ уйăрнă. Анат Чаткасри тата Пуянкассинчи Культура çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх сигнализацине тунă. Тăкаксен пĕтĕмĕшле сумми 197 пин тенкĕпе танлашать. Хальхи вăхăтра Палтиел тата Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен Культура учрежденийĕсене тĕпрен юсас енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра районта 16 клуб учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенчен виççĕшне модернизациленĕ никĕс çине куçарнă. Вĕсенчи клуб пĕрлешĕвĕсенче район çыннисем хăйсен хорпа, ансамбльпе, пĕччен юрлас, ташлас, фольклор коллективĕнче юрлас-ташлас, художество сăмахĕпе сцена çине тухас, спектакльте выляс ăсталăха малалла аталантараççĕ, концерт-спектакльсене хутшăнаççĕ.

Клуб учрежденийĕсенче массăллă уявсем, вăйă-конкурссем, ташă программисем, тĕрлĕ шоу-представленисем, викторинăсем, концертсемпе спектакльсем, календарь датисене, халăх уявĕсене халалланă мероприятисем планпа килĕшÿллĕн иртеççĕ.

Районти фестивальсен юхăмĕнче культура учрежденийĕсен художество коллективĕсен фестивалĕ паллă вырăн йышăнать. Ăна çуллен йĕркелесси районта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕн, Çамрăксен çулталăкĕсенче, Аслă Отвечественнăй вăрçăра Аслă Çĕнтерÿ тунăрăнпа 65 çул çитсе пынине халалланă 2009 çулхи фестивале районти художество коллективĕсемпе уйрăм солистсем активлă хутшăнчĕç. Фестиваль итогĕсем тăрăх Пуянкасси, Палтиел, Васан тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕсен коллективĕсене чи лайăххисем тесе йышăннă.

Энтĕрьелĕнчи «Шуçăм» фольклор коллективĕ тата Карапай Шăмăршăри дуэт – «Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм», Пуянкассинчи «Ахаяс» фольклор коллективĕ «Ĕмĕрсен эрешĕсем» республика фестивалĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

«Чăваш Ен çеçкисем» ача-пăча фестиваль-конкурс, эстрада юррисен «Çамрăк сасăсем» фестиваль, Раççей Геройне Олег Долгова асăнса ирттернĕ патриотла юрăсен фестивалĕ пирки те ырăпа кăна каламалла. Ачасен, çамрăксен творчество пултарулăхне малалла аталантарас тĕлĕшпе Кивĕ Чукал, Чукал, Палтиел тата Анат Чаткас ялĕсен Культура çурчĕсем лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Чукалти Анна Заказова солистка республикăри халăх юррисен «Сентти» ача-пăча конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Районти Акатуйра чи лайăх коллективсемпе уйрăм солистсем хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтараççĕ. Уявра кăтартнă декораципе прикладной искусствăн анлă выставкипе район çыннисем кăсăкланса паллашрĕç.

Патшалăх наци политикине пурнăçа кĕртсе пырас енĕпе культура учрежденийĕсем пĕлтĕр малалла ĕçленĕ. Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа районта «Çеçпĕл хунавĕсем» поэзи конкурсĕ, литературăпа краеведени конкурсĕ, «Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхе!» литературăпа поэзи уявĕ иртнĕ.

Палтиел ял поселенийĕн библиотекинче тутар кĕнекисен «Халăхсен туслăхĕ – литературăсен туслăхĕ» фестиваль йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен тата Тутарстан писателĕсем хутшăннă.

Ял поселенийĕсенче ял уявне ирттересси йăлана кĕрсе пырать.

Районта халăх коллективĕсем – 7. Вĕсен шутĕнче – Шăмăршăри арçынсен тата хĕрарăмсен хорĕсем, халăх театрĕ, «Антонина» ташă коллективĕ, вокалпа инструментсен «Эдельвейс» ансамблĕ, Виçпÿрт Шăмăршăри «Сурпан» фольклор ушкăнĕ, Васанти «Мерчен» ача-пăча фольклор коллективĕ. Пĕлтĕр «Антонина» ташă коллективĕ, «Мерчен» фольклор ушкăнĕ тата арçынсен хорĕ уйрăмах ăнăçлă ĕçленине асăнмалла.

Культура сферинчи информаципе методика центрĕ методика службисен республикăри конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннине те палăртма кăмăллă.

Кадрсен ыйтăвĕ унчченхи пекех çивĕч тăрать. Культура учрежденийĕсен 52 работникĕнчен – 13-шĕ – аслă, 28-шĕ – ятарлă вăтам, 11-шĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ. Клубсенче пултаруллă, пуçаруллă, професси пĕлĕвĕллĕ, хăйсен ĕçне чунтан юратакан специалистсен ĕçлемелле.

«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркисемшĕн» акцие хутшăнса, клуб тата библиотека ĕçченĕсем тĕллевлĕн ĕçлесе пыраççĕ. Акă, Васан ял поселенийĕн библиотекинчи «Сăра фрончĕ. Кам çĕнтерет;», «Сиенлĕ йăласем» тематикăллă калаçусене вырăнти шкулта вĕренекенсем те хутшăннă. Палтиел ял поселенийĕн культура учрежденийĕсенче те профилактика ĕçĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Культура çуртĕнче «Вăхăт таппине туйса утар, сывлăхлă пулар» конкурспа кану каçĕ йĕркеленĕ. Палтиелĕнчи тата Кивĕ Чукалти клуб учрежденийĕсенче çамрăксем валли тематикăлла дискотекăсем ирттерни питĕ вырăнлă. Питĕ шел, чылай клуб учрежденийĕнче дискотекăсене воспитанипе профилактика тĕллевĕсене палăртмасăр йĕркелеççĕ.

Пирĕн районта модельлĕ библиотекăсем – 13, библиотека пункчĕсем – 4. Библиотекăсен пĕтĕмĕшле фончĕ 188 пин те 239 экземплярпа танлашать. 2009 çулта библиотекăсене пурĕ 2333 экземпляр çĕнĕ литература кĕнĕ (пурĕ 71 пин тенкĕлĕх). Районта пĕр çын пуçне 12,9 экземпляр тивет (норматив – 7-9 кĕнеке). Иртнĕ çул библиотекăсен пурлăх никĕсĕ 43,4 пин тенкĕлĕх пуянланнă.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе, библиотекăсене республикăра чи малтисен шутĕнче Интернет сетьĕпе çыхăнтарнă. Информацин çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртни ял çыннисен тĕрлĕ енлĕ ыйтăвĕсене туллинрех, хăвăртрах татса пама май парать.

Пĕлтĕр библиотекăсенче çĕнĕ верси-программăсем те ĕçлеме пуçланă. Вĕсем ытти районсенчи, республикăсенчи, Раççей шайĕнчи библиотекăсен фончĕсемпе те паллаштарма пултараççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа килĕшÿллĕн, районта план туса хатĕрленĕ. Халăхпа ĕçлеме вĕрентÿ учрежденийĕсем кăна мар, библиотекăсем те, волонтерсен ушкăнĕсене йĕркелесе хутшăнаççĕ.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа библиотекăсем хушшинче чи лайăх сценарий выставка-панорама, чи лайăх пичет продукцийĕн тата электронлă презентацийĕн конкурсĕсене йĕркеленĕччĕ. Шăмăршăри тĕп библиотека, Виçпÿрт Шăмăршăри, Асанкассинчи, Васанти, Палтиелĕнчи, Кивĕ Чукалти ял поселенийĕсен библиотекисен работникĕсем колхоз-совхоз историйĕсемпе, ял ĕçченĕсемпе, производствăра малта пыракансемпе çыхăннă паха материалсем нумай пуçтарчĕç.

Библиотекăсен ĕç-хĕлне ял поселенийĕсен сайтĕнче çутатса пырасси хальлĕхе тивĕçлипе пырамайсть-ха. Пăчăрлă Пашьелпе Кивĕ Чукал ял поселенийĕсен библиотекарĕсем ку енĕпе лайăх ĕçленине палăртмалла.

Культура учрежденийĕсем проектсен ĕç-хĕлне хутшăнманни вара чăннипех те пăшăрхантарать. 2009 çулта вĕсем пĕр проект та хатĕрлесе тăратман.

Хальлĕхе массăллă мероприятисен пахалăхĕ те хăш-пĕр чухне кирлĕ пек пыраймасть-ха. Культура учрежденийĕсен хăш-пĕр работникĕсен квалификаци шайĕ аялта пулни, вĕсем çав-çавах ăсталăха ÿстерме тăрăшманни творчество ĕçĕнче пысăк чăрмав кÿрсе тăрать.

Культура ĕçченĕсене компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пĕлтĕр тĕрлĕ тематикăпа 13 семинар занятийĕ йĕркеленĕ, çав шутра – компьютерпа ĕçлессипе мастер-классем те.

Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕ Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ планĕсемпе, шкул Уставĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Ачасен музыкăпа художество пултарулăхне малалла аталантарасси, вĕсене творчество туйăмĕпе ĕçлеме хăнăхтарасси, чи пултаруллисене професси ориентацийĕн çулĕ çине кăларасси шкулăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.

Искусство шкулĕнче тĕрлĕ уявсем, экскурсисем, выпускниксен тĕл пулăвĕсем, музыкăпа тематика, ÿкерчĕксен каçĕсем, конкурссемпе куравсем, сувенирсен ярмаркисем, отчетлă концертсем иртеççĕ.

2009-2010 вĕренÿ çулĕнче шкулта 111 ача (çав шутран художество уйрăмĕнче - 46, музыка уйрăмĕнче – 65 ача) хăйĕн творчество ăсталăхне туптать. Художество уйрăмĕнче ÿкерчĕк, живопись, композици, скульптура занятийĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Прикладной искусство урокĕсенче ачасем чăваш тĕррисене тĕрлеме, алăпа хитре пир тĕртме, хăваран, улăмран тĕрлĕ япаласем ăсталама, йывăçран касса кăларма, ÿкерчĕксемпе илемлетме тата ыттине хăнăхаççĕ. Музыка уйрăмĕнче фортепианопа, гитарăпа, баянпа, аккордеонпа калама тата юрлама вĕренеççĕ. Вĕсем ачасене тĕнчери, Раççейри, республикăри музыка культурипе те паллаштараççĕ. Чăваш композиторĕсен произведенийĕсемпе пьесисене калама вĕрентесси шкулта тĕп вырăн йышăнать.

Искусство шкулĕнче тивĕçлĕ квалификациллĕ, ĕçре пуян опыт пухнă преподавательсем вăй хураççĕ. Музыка тата художество дисциплинисемпе тивĕçлĕ пĕлÿ пама тăрăшнипе пĕрлех вĕсем ачасене эстетика туйăмне, чун-чĕре пуянлăхне кÿрессипе те ĕçлеççĕ. Чăваш культурипе историне юратма вĕрентесси те манăçа юлмасть.

Шкулта вĕренекенсем республикăри конкурс-выставкăсенче, конкурс-фестивальсенче те лайăхпа палăраççĕ. Э.Юрьев призне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ÿкерчĕксен конкурсĕнче 2009 çулта Федор Семенов – виççĕмĕш, Юлия Денисова иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Илья Егоров, Анна Ларионова, Александр Полковников Грамотăна тата хавхалантару призне тивĕçнĕ. «Хурисĕр пуçне, пур тĕссемпе те» ÿкерчĕксен конкурсĕнче Александр Полковников – пĕрремĕш, Вика Чернова виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Аккордеон класĕнче вĕренекен Ольга Лысова «Хавхалану» ятпа иртнĕ конкурсра – иккĕмĕш, «Тăван кĕвĕсем» фестивальте виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Екатерина Муромцева юрăçсен Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш фестиваль-конкурсĕнче, Анна Ларионова республикăри иккĕмĕш конкурс-куравра иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илни те Искусство шкулне илем кÿрет.

Хальхи вăхăтра Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн 21 выпускникĕ искусствăпа культура вĕренÿ заведенийĕсенче хăйсен творчество ăсталăхне малалла туптать.

Паянхи пурнăç культура отраслĕнче çĕнĕ тĕллевсемпе задачăсем кăларса тăрататать. Вĕсене тивĕçлипе пурнăçлас тесен çĕнĕлле тата творчество туйăмĕпе, пуçарулăхĕпе тата ăсталăхĕпе ĕçлеме хăнăхмалла.

Учитель çулталăкне, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине, Чăваш автономийĕ 90 çул тултарнине, чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырури тĕп тĕллевсене халалланă мероприятисене интереслĕ те тулли содержаниллĕ ирттересси 2010 çулхи тĕп задачăсем пулса тăраççĕ.

Пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп сире, хисеплĕ культура ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика