Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçланкăра вĕçет... кăркка

03 марта 2010 г.

Уçланкăра вĕçет... кăркка

ВĂРМАН варринче вырнаçнă Баскак паççулкки. Анчах кунта пурнăç чарăнса ларнă теме çук: вăл юлашки çулсенче нумай çĕнелсе улшăнчĕ, çĕнĕ çуртсем те сахал мар ÿссе ларчĕç, яла çити асфальт çул сарни те – чăннипех ырлăх.

Ÿркенмен, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ поселокра. Кунта выльăх-чĕрлĕх усрама условисем çителĕклĕ. Картишсем пурин те пуян та тĕреклĕ.

Минтаир Пелеевах илер-ха, акă. Унăн хуçалăхне чăн-чăн ферма темелле: сăвăнакан ĕнесемпе вăкăрсем вăтăр пуçа яхăнах. Çавна май продукци те самаях пухăнать: сĕт, аш-какай е çамрăк выльăхсем сутрăн – çемье бюджечĕ те курăмлах пуянланать. Кунсăр пуçне Минтаир Алимзяновичăн вĕлле хурчĕсен çемйисем те çĕр ытла. Чăн-чăн утар мар-и вара çакă; Ĕлĕкрех колхоз-совхозсем те çакăн чухлĕ вĕлле тытайман.

Нурулла Тухфетов пенсионер та выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать, кунсерен сĕт нумай сутать. Вăл та пыл хурчĕсемпе ĕçлеме кăмăллать, унăн вĕллисем хальлĕхе вăтăр ытла. Нурулла абый пыл хурчĕсен çемйисене татах ÿстерес шухăш-кăмăллă.

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн инспекторĕ Вячеслав Маркелов вара кăрккасем нумай тытать, ытти выльăх-чĕрлĕх те кариш тулли. Мулла поселокĕнче пурăнакан «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн инспекторĕ Александр Маркелов та кăрккасем ĕрчетес енĕпе пысăк опыт пухнă.

Пыл хурчĕсене ĕрчетекен çынсем Баскакра татах та пур. Сăмахран, Василий Ревунов тата Денис Ткачунăн утарĕсенче те вăтамран çĕршер вĕлле. Вĕсем пĕлтĕр вĕллесенчен сахал мар пыл уçласа илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика