03 марта 2010 г.
ÇĔРШЫВРА, вăл шутра пирĕн республикăра та тĕрлĕрен наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсен тĕллевĕсем – çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси: медицина пулăшăвĕ парасси, çурт-йĕрпе тивĕçтересси, ĕçмелли паха шыв ыйтăвне татса парасси.
Юлашки çулсенче Шăмăршăра çĕнĕ çуртсем темиçе те хута кайрĕç. Вĕсенче халĕ пĕтĕм условисем пур: шывĕ, туалечĕ, газĕ... Ĕлĕкхипе танлаштарсан, уйрăмлăхсем – çĕрпе пĕлĕт пекех. Кивĕ çуртсенче пурăнакансем, уйрăмах иккĕмĕш хутрисем сахал мар нуша куратчĕç вĕт. Иккĕмĕш хута шыв йăтса хăпарасси, тухса тăкасси ватă çынсемшĕн пĕрре те ансат марччĕ. Халĕ – çăтмахри пекех.
Çуртсене газ кĕртни те савăнтарать. Ĕлĕкрех пÿрте хутса ăшăтма икĕ-виçĕ машина вутă хатĕрлеме тиветчĕ вĕт. Халĕ вара каç выртсан та, ир тăрсан та килте ăшă.