Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕ-çикĕ пурнăçа пăсать

03 марта 2010 г.

ЭРЕХ-СĂРА пуç мимин клеткисене пысăк сиен кÿрет. Алкоголизм чирне тĕпчес тĕллевпе ученăйсем йĕке хÿресене «алкоголиксем» туса хунă та вĕсен пуç мимин клеткисене эрех-сăра таврашĕ еплерех сиенлеме пултарнине сăнанă. Акă мĕн асăрханă: алкоголь вăйлăн «пулăшнипе» нерв клеткисем хушшинчи пушă вырăна норадреналинпа дофамин йышши медиаторсем сăрхăнса кĕресси питех те пысăкланать. Çыннăн кăмăл-туйăмĕ еплерех пуласси çав медиаторсем клеткăсемпе юнра мĕн чухлĕ пухăннинчен килет.

Пĕрремĕш черкке хыççăн çыннăн шухăш-туйăмĕ çунатланса каять. Вăхăт иртсен, медиаторсем тухса пĕтнĕ хыççăн, вĕсен хисепĕ чакать, психикăпа физиологи тĕлĕшĕнчен чăрмав тапхăрĕ пуçланать. Çын пули-пулми япалашăнах чĕрре кĕрет, унăн пуçĕ ыратать, алли-ури чĕтрет, чĕри хăвăрттăн тапать тата ытти те.

Мухмăрне ирттерес тесе çын «сипленсенех» (кун пек чухне алкоголь медиаторсем ытларах та ытларах кăларса тăрассине вăйлатма пулăшать) пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе çитет. Кун пек чухне сывлăх кăштах лайăхланни вăхăтлăх япала çеç, мĕншĕн тесен медиаторсем нумай пĕтни вĕсем çĕнĕрен ытларах та ытларах «çураласси» патне илсе пырать.

Алкоголь ăшне путсах ларнипе хăш-пĕр арçынсем ытла та кĕвĕçме пуçлаççĕ, вĕсене кашни утăмрах хăйсен арăмĕ урăх арçынпа пурăннăн туйăнать. Çак чир вăраха кайнă алкоголизмпа аптăракан арçынсен, вăтамран вĕсем 50 çул тĕлне çитсен, аталанма пуçлать. Малтанлăха кĕвĕçсе калаçасси вĕсен ÿсĕр чухне кăна пулать, каярахпа мухмăрлă чухне те çакнашкал калаçнине илтме пулать. Чи хăрушши – чирлĕ арçынсем хăйсен арăмĕсене ÿсĕр мар чухне те кĕвĕçеççĕ, çакă та алкоголь пуçа минретнин хăрушă тĕслĕхĕ. Ĕçке ернĕ çынсен тепĕр хăрушă чирĕ – алкоголь психозĕ. Çак чире çийĕнчех сиплеме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен ун пек çынсем хăйсемшĕн те, çывăх çыннисемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика