03 марта 2010 г.
АСЛĂ Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхне сыхласа хăварассишĕн Кивĕ Шăмăршă ялĕнчен фронта 155 çын тухса кайнă. Шел, шăпа тени пурне те киле Çĕнтерÿпе таврăнма пÿрмен - 87 паттăр çапăçу хирĕсенче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă.
Таврăннисен те фронтри шăпи пĕрре те çăмăл пулман: кашни кун вилĕме хирĕç тăнă, аманса юн юхтарнă пулин те пурăнас тенĕ вăй çĕнтернĕ.
Ф.Каргинах илер-ха, акă. Халĕ вăл – ялти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ. Федор Петрович Сталинграда хÿтĕленĕ, хаяр çапăçусенчен пĕринче аманнă. Саратов облаçĕнчи пĕр госпитальте сипленнĕ хыççăн салтак каллех çапăçу хирне çул тытнă, виççĕмĕш Белорусси фронтĕнче фашистсене хирĕç малалла кĕрешме тытăннă, иккĕмĕш хут аманнă. Çакăн хыççăн текех строя тăма тивмен унăн – салтак яла таврăннă.
Киле таврăнсан та ахаль ларман вăл – тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Мĕн тăвăн, вăхăчĕ çапла пулнă ун чух.
86 çулта халĕ Федор Петрович. Апла пулин те ватлăха парăнасшăн мар-ха вăл – халĕ те салтак пек çирĕп. Мехелĕ çитнĕ таран спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнма кăмăл тăвать вăл. Чупас тĕлĕшпе, пĕр ÿстермесĕрех калатăп, унпа хăшпĕр вăй питти çынсем те танлашаймаççĕ.