Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре пиçĕхнĕ хĕрарăм

06 марта 2010 г.

ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнче ят-сумлă хĕрарăмсем чылай. Вĕсенчен пĕри – О.К.Петрова. 1930 çулта çуралнăскер, вăл хăйĕн ÿсĕмĕнчи ытти çынсем пекех, вăрçă вăхăтĕнчи выçлăха та, тылри хĕрÿ ĕçсенчи терт-нушана та, вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене те сахал мар чăтса ирттернĕ.

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Упи ялĕнче çуралнăскер, Улька пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтерсен Тăван çĕршывра Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ ялкăшма пуçланă. Ытти ачасемпе пĕрле Улька та колхоз çаранĕнче аслисене утă пуçтарма, уй-хирте вир çумлама пулăшнă.

Выçăллă-тутăллă, начар çи-пуçлă пулсан та, Улька малалла вĕренме тăрăшнă.

– Ирхине теркăпа хырнă çĕр улми çине кăштах çăнăх хушса пĕçернĕ икерчĕ тата хуппипе пĕçернĕ улма çиеттĕмĕр те, хул пуççи урлă пир сумка çакса шкулалла чупаттăмăр, – куççульне шăлса аса илет Ольга Кузьминична. – Сахал калориллĕ апат хырăма час выçтаратчĕ. Пĕр-икĕ урок хыççăнах апат çиесси пирки шутлама тытăнаттăмăр. Çавна май учитель каланă сăмахсенчен хăшĕ-пĕрисем хăлхана кĕмесĕрех юлатчĕç. Пир сумккана аннесем куллен хуппипе пĕçернĕ 2-3 çĕр улми чиксе яратчĕç. Пысăк тăхтав пуласса, çак тутлă çĕр улмине çиес саманта чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр.

5 тата 6 класс пĕтерсен те, Аслă Çĕнтерĕве çывхартса Улька тантăшĕсемпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче çаврăннă: лаша лавĕ çине утă-улăм тиенĕ, тырă кĕлтисене çыхса сурата хывнă, ытти ĕçсем тунă.

1944 çулта 7 класс пĕтернине çирĕплетекен Свидетельствăна алла илсен вара вун пиллĕкре пыракан хĕр колхозниксен йышне кĕнĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕчченех – 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченех аслисемпе пĕрле тылра хастар ĕçленĕ Улька. Вăрçă хыççăн та бригадăрах тăрăшнă.

1949 çулта Кивĕ Упин илемлĕ те яштака пÿ-силлĕ хĕрĕпе Виçпÿрт Шăмăршă каччи Илья Петров паллашать. Пĕр-пĕрне килĕштернĕ йĕкĕтпе хĕр çав çулхи Çимĕк уявĕнче туй туса пĕр çемьене пĕрлешеççĕ.

Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче те Улька уй-хир бригадинче ĕçлеме пикенет. «Правда» колхозăн пĕрремĕш бригадинче вăл ыттисемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçсенче çаврăнать. Çамрăк çемьере пĕрин хыççăн тепри хĕрпе ывăл çуралаççĕ.

Бригадăра çулран-çул чăтăмлăн ĕçлесе пынă Ольга Петрова. Ĕçри хастарлăхшăн ытти колхозниксемпе пĕрле ăна колхоз правленийĕ Грамотăсем, парнесем парса чысланă. Чи сумлă наградăна – «Ĕç ветеранĕ» медале те тивĕçнĕ ĕçчен хĕрарăм.

1985 çулта пенсие кайсан та тепĕр 5-6 çул уй-хир бригадинчех вăй хунă Ольга Кузьминична.

Илья Михайловичпа Ольга Кузьминична Петровсем хăйсен ачисемпе, мăнукĕсемпе тата мăнукĕсен ачисемпе тивĕçлипе савăнаççĕ. Вĕсен аслă хĕрĕ – Елена – пултаруллă солистка, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Петровсен иккĕмĕш ачи – Володя – хăйĕн çемйипе Шупашкарта тĕпленсе пурăнать. Вăл та, ашшĕ пекех, купăс ăста калать.

Мартăн 8-мĕшĕнче О.К.Петрова хăй çуралнăранпа 80 çул çитнине палăртать. Çемйи, çывăх çыннисемпе тăванĕсем çумне хутшăнса, Ольга Кузьминичнăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика