Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сар хĕвел пек ăшă кăмăлпа...

06 марта 2010 г.

ЫРĂ кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ çак хĕрарăм ĕçлеме пуçланăранпа Виçпÿрт Шăмăршăри библиотека çуртне çутă хĕвел шевли йăл! кулса кĕнĕ пекех туйăнать. Сăмах кунта Лидия Анатольевна Егорова пирки пырать. Мĕнле кăна интереслĕ мероприяти ирттермеççĕ-ши библиотекăра; Хамăр ялта çуралнă В.В.Бараев–Сĕркке, Илпек Микулайĕ, Петр Падиаров çыравçăсене халалласа литература каçĕсем, СССР Халăх артисчĕ В.Н.Яковлев 70 çул тултарнине чысласа ирттернĕ пултарулăх каçĕ кашнин асĕнчех юлчĕ пулĕ. В.Н.Яковлева хисеп тума пирĕн фольклор ушкăнĕ Шупашкара та кайса килчĕ, кунта та Лидия Анатольевнăн тÿпи пысăк.

Л.А.Егорова библиотекарь тăрăшнипе тĕрлĕрен фотоальбомсем хатĕрленĕ, вĕсенче ял историйĕ яр-уççăн курăнать.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарас умĕн библиотека совечĕ питĕ нумай материал пуçтарчĕ. «Вăрçă ачисем», «Салтак арăмĕсем», «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» фотоальбомсемпе чун-чĕререн хумханмасăр паллашаймастăн.

Библиотекăра диспутсемпе викторинăсем, калаçу сехечĕсем тăтăш иртеççĕ, çĕнĕ кĕнекесене сÿтсе явма ватти те, вĕтти те хутшăнать.

Ялти ĕç ветеранĕсене чысласа, кашнин патнех саламлă открыткăсем ярса пани те – Л.А.Егорова библиотекарь пуçарнипе тăвакан ырă ĕç.

Библиотекăна шкул ачисем ушкăнĕ-ушкăнĕпех çÿрени те, ватăрах çынсем çĕнĕ хыпар пĕлме кĕрсе тухни те, Лидия Анатольевнăпа курса калаçни те вулав çурчĕ ялти культура центрĕ пулнине çирĕплетет.

Уяв ячĕпе саламлатпăр Сире, хисеплĕ Лидия Анатольевна! Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, пурнăçăр библиотекăри хитре чечексем пек илемлĕ пултăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика