06 марта 2010 г.
ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕМ... Миçе кĕнеке çырнă-ши вĕсем çинчен. Миçе фильм ÿкернĕ, миçе юрă хывнă. Анчах та халăхăн асĕнче вăрçă кÿнĕ хурлăх халĕ те асра. Вăрçă çулĕсем кашни çыннăн кăмăл-сипетне, тÿсĕмлĕхпе çирĕплĕхне, чун тасалăхне вĕтĕ ала витĕр кăларнă евĕр тĕрĕсленĕ. Кăмăлĕпе çирĕпписем паттăр пулса историе кĕрсе юлнă, айван, хавшак чунлисене вара халăхăн ылханĕ çитнĕ. Вăрçă çинчен нумай каланă. Каламалли вара татах та пур. Çав хăрушă кунсем халăх асĕнче яланах пурăнĕç, аса илĕвĕсем ламран лама куçса пырĕç.
Кашни çемьене çиçĕм евĕр пырса кĕнĕ хаяр вăрçă. Хĕрарăмсемпе ачасем кăшкăрса йĕнĕ, арçынсен вара чăмăрĕсем чăмăртаннă. Çав самантра чылайăшĕ мĕн чăтса ирттерме тивессе шутлама та пултарайман.
Тăватă çул... Тăватă асаплă çул... Епле тÿснĕ-ши пирĕн асатте-асаннесем, кукаçейсемпе кукамайсем; Ăçтан тухнă-ши вĕсен вăйĕ; Мĕн парса тăнă-ши вĕсене чăтăмлăх; Хуравне хамах пĕлетĕп – юрату. Тăван çĕршыва юратни. Чăтма пулать-и вара ачаран выляса ÿснĕ çаран тăрăх тăшман хăйĕн юнпа пĕвеннĕ аттипе утса иртнине; Юнлă аллине чĕр кĕмĕл пек таса шывра çунине; Çук, тÿсме çук мăшкăл вĕт ку. Çавăнпа пирĕн асаттесен аллисем çĕршыв шанса панă пăшала пĕтĕм вăйран чăмăртанă. Кашни салтак чĕринче юратнă хĕрĕн е мăшăрĕн, юратнă ачисен сăнарĕ упраннă. Хаяр вăрçă уйăрнă вĕсене пĕр-пĕринчен. Часрах тĕл пулас тесен тăшмана хытăрах, пĕр шелсĕр хăйĕн йăвине çитиччен хăваламалла. Шел, çĕнтерÿ çухатусăр пулман. Нумай паттăр вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Чылайăшĕ йывăр суранпа асапланнă. Тылра вара хĕрарăмсемпе ачасем тар тăкнă. Çепĕç те ачаш чунлăскерсене вăрçă пĕрре те шеллесе тăман. Ир пуçласа каçчен акнă, вырнă, кĕлте тунă, турттарнă, окоп чавнă, сулă юхтарнă. Каçсерен салтаксем валли ăшă тум хатĕрленĕ. Хăш вăхăтра каннă-ши вĕсем; Тăватă асаплă çул... Кашнин çинчен кĕнеке çырас пулсан...
Çĕнтерÿ кунĕ – çутă уяв. Унăн çулĕ йывăр пулнă. Мĕнпе виçме пулать-ши çав çула; Хĕрÿ çапăçусемпе, кунсемпе е хуйхă-суйхăпа; 65 çул çитрĕ ĕнтĕ унтанпа. Анчах та фашизм кÿнĕ хурлăх халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕ.