Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ш.ИСМАГИЛОВ – район конкурсĕн çĕнтерÿçи

10 марта 2010 г.

Ш.ИСМАГИЛОВ – район конкурсĕн çĕнтерÿçи

УЧИТЕЛЬ çулталăкне халалланă мероприятисен республикăри планĕпе килĕшÿллĕн, творчествăлла пуçарулăхпа ĕçлекен педагогсене тупса палăртас тĕллевпе, пирĕн районта «Çулталăкри Учитель – 2010» конкурс иртрĕ.

Хăйсен профессийĕнче чи лайăххисем пулнине çирĕплетессипе çыхăннă конкурса районти 10 шкулти 12 учитель хутшăнчĕ. Вĕсем малтан конкурсăн икĕ тапхăрĕ витĕр тухрĕç: уçă урок пачĕç тата портфолио конкурсĕнче вăй виçрĕç. Уçă уроксем февралĕн 25-26-мĕшĕсенче Шăмăршăри тата Карапай Шăмăршăри вăтам шкулсенче иртрĕç.

Икĕ тапхăрта палăрнă 5 педагог вара финалти конкурсра ăмăртрĕ. Çак конкурс (визитка-самопрезентация) Шăмăршă вăтам шкулĕнчи актовăй залăн сцени çинче пулчĕ. «Манăн шкул, манăн педагогикăри тĕллев» конкурс та интереслĕ, хĕрÿ иртрĕ.

Финалти конкурс вĕçленнĕ хыççăн райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева район конкурсĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ. Конкурсăн виçĕ тапхăрĕнче балсем ытларах пухса, Анат Чаткасри тĕп шкулти физика учителĕ Ш.Ш.Исмагилов «Çулталăкри Учитель – 2010» конкурс çнтерÿçи пулса тăчĕ. «Раççейри çулталăкри Учитель – 1998» конкурс лауреачĕ, Виçпÿрт Шăмăршăри тĕп шкулти рисовани учителĕ А.А.Семенов ăна «Кĕмĕл шăнкăрав» кубок тата çĕнтерçĕ хăйăвне парса чысларĕ. Виçпÿрт Шăмăршăри тĕп шкулти математика учителĕ А.Н.Ульянова – иккĕмĕш, Шăмăршăри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ З.В.Головинская виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи И.Г.Кудряшова – «Хавхалану тата артистизм», Пуянкассинчи тĕп шкулти Р.В.Алексеева – «Ырă йăласем тата педагогикăри çĕнĕлĕхсем» номинацисен лауреачĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика