10 марта 2010 г.
АХ, каясшăн мар-çке сивĕ хĕл пиртен уйрăлса: март уйăхне кĕтĕмĕр пулин те, çанталăк хăйĕн кăра кăмăлне питех çемçетмест-ха. Çапах та çуркунне çывхарса çитни сисĕнет-сисĕнетех: çурт çивиттийĕсем çинчен тумла юхни те, кăнтăр кунĕнче çул сĕлтĕшленни те, çынсен хавас кăмăлĕ те хĕл куççулĕ шавласа çырмара юхса кайиччен вăхăт нумай юлманнине çирĕплетеççĕ.
Çулленхи ырă йăлана малалла тăсса, иртнĕ вырсарни кун район çыннисем Шăмăрша пуçтарăнса сивĕ хĕле савăнăçлăн ăсатса ячĕç. Пĕлтĕр-виçĕм çул çакăн пек уява кашни ял поселенийĕнче уйрăмшарăн ирттернĕ пулсан, оргкомитет кăçал хăйне евĕрлĕ «хĕллехи ака туй» тăвас терĕ: пурне те Шăмăрша пуçтарăнма йыхравларĕ.
Купăс кĕввипе, шăнкăрав сассипе янăраса тăчĕ районти Культура керменĕ умĕнчи лапам. Ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши те, пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă, капăрлатнă çуна кÿлнĕ урхамахсен чупăвĕ те, спорт вăййисем те уява килнисене савăнăç парнелерĕç.
Сутуçăсем те хăйсен таварĕсене ырă кăмăлпа сĕнчĕç, апат-çимĕçпе промышленноç таварĕсене туянакансем нумай пулчĕç. Вĕри чей те, тутлă икерчĕ те, шашлăк та пурне те çитрĕ. Арçынсемпе каччăсем хĕрарăмсемпе хĕрсене уяв ячĕпе чĕрĕ чечексем парнелени те – хĕрÿ юрату палли.
Районти тата ялсенчи культура ĕçченĕсене тав тума сăмах та çитес çук: чăннипех те чаплă уяв туса пачĕç вĕсем район çыннисене. Оргкомитет хăйсен лашисемпе Хĕле ăсатма килнĕ маттур çынсене те ăшшăн тав тăвать.
Килех, ырă Çуркунне, килех, ярсам ăшăтса!
Каç пуличченех янăрарĕ Шăмăршăра юрă-кĕвĕ, çынсем савăнăçлă кăмăлпа килĕсене саланчĕç.