13 марта 2010 г.
«Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?» – тесе юрлатчĕ чăваш юрăçи Светлана Асамат. Çумра юратнă атте-анне, савнă мăшăр, хамăр чун панă куç тулли чĕвĕлти чĕкеçсем пек ачасем пулсан пирĕн пурнăçра пурте çитнĕ пек туйăнать.
Чăнах та, этем ĕмĕрĕ питĕ кĕске-çке. Ялта 70-80 çула çитекен хĕрарăмсем пур-ха, анчах та арçынсем хушшинче çак çулсене çитекенсем питех те сайра. Шутласан та, куçпа пăхсан та, питĕ пĕчĕк вĕт-ха çак число! Çапах та Турă уйăрса панă шутлă кунсенче те тупатпăр хамăр валли хуйхăрмалли, йĕмелли, кăмăла хуçмалли самантсем. Епле савăнатпăр, хĕпĕртетпĕр ним çукшăнах, пĕр пĕчĕк япалашăнах е пулăмшăн! Епле ачаш эпир, утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенче çуралнисем, шурă çăкăр çисе ÿснисем, хырăм выççи мĕнне пĕлменнисем, атте-аннесемпе, асанне-асаттесемпе танлаштарсан. Хăвăрт вĕриленсе, хĕрсе каятпăр темшĕн ним çукран. Харкашатпăр усал сăмахсемпе. Йывăçа тĕпрен касса янă пек, çынна сăмахпа ураран ÿкерме тăрăшатпăр. Ÿкмест пулсан та, вăй çитнĕ таран силлесе хавшатма талпăнатпăр.
Юлашки çулсенче, те саманине кура, çынсем усалланса, мăнкăмăлланса кайни тĕлĕнтерет, çав вăхăтрах пăшăрхантарать те, шухăшлаттарать те. Çынна путарса, хамăр лайăххине кăтартас йăла вăя кĕрсе пыни хумхантарать. Çынна курайманни, вăрттăн «çыртасси» те çак пурнăçра йĕркеллĕ пулăм пекех пула пуçларĕ-çке?! Çавăнпа та пулĕ пĕрре, иккĕ «пĕçертсе илсен», виççĕмĕшĕнче вара лайăха та темччен тĕмсĕлсе пăхатăн. Элле чунсем хытса, курайманлăх ÿссе, çынна «путарасси» йĕркене кĕрсе пыни кашни кунхи йĕркеллĕ пулăм пулĕ-ши? Вăтанасси, çынран аванмарланасси пирĕн пурнăçран пачах та çухалĕ-шим; Çыннăн вара тепĕр çынна малашне шанма та юрамĕ-шим?
Вĕчĕрхенÿ, курайманлăх, кĕвĕçÿ çинчен калам-ха тата. И.Я.Яковлев Чăваш халăхне панă халалĕнче кун пирки уйрăммăн çапла палăртнă: «... чăвашран хăшĕ те пулин мала тухма тытăнсан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, курайманнисем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ».
Шел те, И.Я.Яковлев халалне манса кайрăмăр пулмалла. Кĕвĕçÿ чирĕ канлĕх памасть хăш-пĕрне. Савăнса-кулса, пĕр-пĕрне чĕререн хавхалантарса, ăнланса, пулăшса нумай пурăнасчĕ. Çын пурнăçĕ чăтма çук кĕске, унта ятлаçса-хирĕçсе, ĕçкĕпе супса, кĕвĕçсе пурăнма пĕр чĕптĕм вырăн та çук.
Чăваш чăваша, ял çынни ял çыннине, кÿршĕ кÿрше, ĕçтеш ĕçтеше, тăван тăвана хуть те ăçта, хуть те мĕнле лару-тăрура, ăçта курсан та шантăр пĕрне-пĕри, алă парса пулăшма тăрăштăр тесе вĕрентетпĕр ачасене шкулта, хăй вăхăтĕнче хамăра вĕрентнĕ пек. «Пулăшакана Турă пулăшать», – тесе ахальтен каламан пулĕ ĕнтĕ ваттисем. Сăмахăма мультфильмри Леапольд пек: «Атьăр туслă пурăнар!» – тесе вĕçлес килет. Иртсе пыракан е тĕл пулакан çынсен куçĕсенче шухăш мар, йăл кулă çиçтĕр. Çынна пулăшнăшăн, усă тунăшăн чун савăнтăр. Тĕнче илемлĕн курăнтăр.