Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта «Мерчен» – унта уяв

13 марта 2010 г.

ЧĂННИПЕХ те халăха савăнăç парнелекен ушкăн вăл Васанти халăх музейĕ çумĕнче ĕçлекен шкул ачисен халăх фольклор ансамблĕ. Çак ушкăн йĕркеленсе кайнăранпа кăçал 20 çул çитет. Ăçта кăна пулса савăнтарман-ши «Мерчен» хăйĕн пултаруллăхĕпе; Раççейри вуншар хулапа ялти куракансене чăваш ташши-юррипе, йăли-йĕркипе, çепĕç чĕлхипе тĕлĕнтернĕ маттур ачасем. Вĕсене пур çĕрте те хапăл туса, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ. «Мерчене» темиçе хутчен те республикăри, регионсем хушшинчи, пĕтĕм Раççейри конкурссемпе фестивальсене хастар хутшăннăшăн лауреат ятне парса чысланă, Хисеп грамотисемпе Дипломсем, хаклă парнесем илме тивĕç пулнă. Хальхи вăхăтра «Мерчен» – республикăри ачасен фольклор ансамблĕсем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче.

Ачасен ансамблĕ хамăр ялсенче, республикăра иртекен уявсене яланах хутшăнма тăрăшать, районти тĕрлĕ ĕç коллективĕсенче те час-часах хăнара пулать. Акă, иртнĕ эрне кун Герман Ларшников ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ районти тĕп больницăра ĕçлекенсем умĕнче хăйĕн пултаруллăхне кăтартрĕ. Кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç ачасене медицина ĕçченĕсем. Уйрăмах концерта ертсе пыракан Юля Поляковапа Аня Тимофеева чăн чăвашла илемлĕ те çепĕç калаçни, Снежана Тихоновапа Катя Ларшникова такмаксем шăрантарни, Ксюша Смаевапа Кристина Ларшникова хĕрсен ташшине, Коля Яковлевпа Семен Морозов ура хуçса чăвашла хÿхĕм ташлани, арçын ачасен ушкăнĕ чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсемпе ăста калани, пурте пĕрле чăваш халăх юррисене илемлĕн янраттарни килĕшрĕ шурă халатлисене.

Концерт вĕçленсен вара куракансен ячĕпе больницăн тĕп врачĕ Н.Поляковапа коллективри профсоюз организацийĕн председателĕ С.Яковлев ачасене чаплă концерт кăтартса савăнтарнăшăн, чăваш йăли-йĕркисене, юрри-кĕввисене халăх умне кăларнăшăн чун-чĕререн тав турĕç, малашне те çапла маттур пулма ăнăçупа ырлă-сывлăх сунчĕç, хаклă парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика