13 марта 2010 г.
ЭПИДЕМИОЛОГИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ
Кăçалхи икĕ уйăхра районта инфекциллĕ чирсен 92, нозологиллĕ формăллă паразитлă чирсен 7 тĕслĕхне регистрациленĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çак чирсемпе чирлесси 15,02 процент ÿснĕ, çакă ОРВИпе аптăрасси 1,1 хут, туберкулезпа – 2 хут, вар-хырăм инфекцийĕсем ересси 3 хут, микроспори 1 хут ÿснипе çыхăннă. Эпидемиологи лару-тăрăвне лайăх темелле. Чирлисене илес пулсан, вĕсенчен 57,6 проценчĕ – вун çичĕ çула çитмен çамрăксем.
ШЫВ ПАХАЛĂХĔ ТИВĔÇТЕРЕТ-И?
Кăçалхи икĕ уйăхра централизациленĕ пăрăхсенчен санитарипе хими кăтартăвĕсене тĕрĕслеме шывăн икĕ пробине илнĕ, пробăсен çурри гигиена нормативĕсене тивĕçтерменни палăрнă. Микробиологи кăтартăвĕсене илес пулсан, шыв пахалăхĕ кирлĕ шайра. Централизациленĕ шыв пăрăхĕсенчен тĕрĕслеме илнĕ пĕр проба органикăллă тата органикăллă мар кăтартусем тăрăх нормăсене тивĕçтереймен.
Централизациленĕ мар çăл куçсенчен микробиологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме илнĕ тăватă проба та гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ. Шыв парса тăракан пăрăхсенчен шывăн санитарипе хими шайне палăртма вунă проба илнĕ, гигиена нормативĕсене тивĕçтереймен пробăсен уделлă виçи – 80 процент.
Кăçал çавăн пекех шыв пăрăхĕсенчен шывăн вун пĕр пробине микробиологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ.
МĔН ÇИЕТПĔР-ХА?
Кăçал апат-çимĕç продукчĕсен вун сакăр пробине санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 16,7 проценчĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтереймен. Апат-çимĕç продукчĕсенче пестицидсем, микотоксинсен, нитрозаминсен, наркăмăшлă элементсен шайĕ гигиена нормативĕсенчен иртмен.