Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем Шупашкарта та хисеплĕ

13 марта 2010 г.

Ентешсем Шупашкарта та хисеплĕ

Нумаях пулмасть пирĕн ентеш, Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан П.Свеклов утмăл çул тултарчĕ. Çак кунсенче пирĕн штатра тăман корреспондент унпа курса калаçнă.

– Петр Николаевич, кăçалхи çул – Вĕрентекен çулталăкĕ. Эсир, физикăпа математика учителĕ, шкулшăн тунсăхламастăр-и;

– Яланах асра вăл. Хамăн тăван ялти шкулта вĕрентнĕ ачасем те манăçмаççĕ. Халĕ вĕсенчен нумайăшĕ хăйсем те учительсем ĕнтĕ. Инженерсем те пур, офицерсем те. Шкул директорĕ пулнă Иван Андреевич Алексеева уйрăмах тав тăвас килет. Ĕçре малтанхи утăмсем тума сахал мар пулăшрĕ вăл.

– Эсир тăван тăрăхран куçса кайни самаях ĕнтĕ...

– Маларах тăхăр çул комсомол тата парти райкомĕсенче ĕçлеме тиврĕ. Совет тапхăрне пĕрре те хурлас килмест: районта апат-çимĕç комбиначĕ, кирпĕч завочĕ, вăрман пункчĕ тата ытти те пурччĕ, колхозсем тухăçлă тырпул çитĕнтеретчĕç, фермăсенче выльăхсем йышлăччĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех çамрăксем нумайăн ĕçлетчĕç, райком ĕçченĕсем коллективсене кунсерен тенĕ пек тухса çÿретчĕç. Массăллă мероприятисем тăтăш пулса иртетчĕç. Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чыслаттăмăр. Пытармасăр калатăп: партипе комсомол витĕмĕ пысăкчĕ ун чух. Шупашкара 1984 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче, Горькири партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухсан куçса килтĕм.

– Эсир вун пилĕк çул милицире ĕçленĕ, лейтенантран полковнике çитнĕ.

– Тĕрĕс. Тĕрлĕ çулсенче республикăри Шалти ĕçсен министерствинче политика пайĕн начальникĕн çумĕ, воспитани енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи пулма тиврĕ. Çакă çынсене лайăх пĕлсе çитме хăнăхтарчĕ. Милици сотрудникĕсем те çынсемех вĕт, вĕсен кашнин – хăйсен проблемисем. Вĕсене сахал мар пулăшнă, тепĕр чух хÿтĕленĕ те.

– Пурнăçпа ĕç опычĕ чăннипех пысăк сирĕн. Ахăртнех çакă сире Паташалăх Канашне илсе çитернĕ пулас?

– Кунта эпĕ культура, вĕрентÿ, наука, наци тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комитет секторĕн заведующийĕ. Тивĕçе кура, Парламент аппарачĕн ытти юрисчĕсемпе тăтăш хутшăнса саккунсен проекчĕсене хатĕрлеме тивет.

– Шупашкарта халĕ шăмăршăсем те нумай тĕпленнĕ. Ентешсенчен камсемпе тăтăш тĕл пулатăр?

– Чăнах та, тĕп хуламăрта «Красный бор» ентешлĕх пур пек шутланса тăрать-ха, анчах юлашки вăхăтра хăçан пухăннине ас тумастăп. Ентешсемпе вара тĕл пулса калаçма вăхăт тупăнатех. Сăмахран, В.Максимовпа, П.Долговпа, В.Мердеевпа, Н.Морозовпа, Ф.Денисовпа, А.Ухтияровпа хутшăнусем лайăх. Тепĕр ентешпе, Патшалăх Канашĕн депутачĕпе В.Ермолаевпа тепĕр чух эрнере икĕ-виçĕ хут та курнăçатпăр.

– Петр Николаевич, профессионал, милици полковникĕ пулнă май эсир Раççей Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçне çĕнетсе улăштарасси çинчен» Указĕ пирки мĕн шухăшлатăр;

– Ку тĕлĕшпе эпĕ Президентпа пĕр шухăшлă.

– Калаçăва вĕçленĕ май, Петр Николаевич, тăван район çыннисене мĕн суннă пулăттăр?

– Паллах, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу. Кашнинех ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика