13 марта 2010 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ наркоконтроль управленийĕн сотрудникĕсем çак кунсенче Шупашкартан тухакан пĕр таксие тытса чарнă. Унта, водительсĕр пуçне, икĕ пассажир пулнă. Иккĕшĕ те – МАДИн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем. Машинăна чарсан, çирĕмри каччă кустăрма айне пакет пăрахнă. Унта çын психикине арпаштаракан 747 таблетка – пурĕ 200 грама яхăн пулнă. Çак çамрăка 2009 çулта та сотовăй телефон вăрланăшăн условнăй майпа ответ тыттарнă иккен. Хальхинче РФ УК 228 статйин 2-мĕш пайĕпе (наркотикла психотропнăй веществосене уйрăмах нумай виçепе упранăшăн) 10 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Иккĕмĕш пассажир хальлĕхе свидетель-ха, анчах преступлени тунă çĕре вăл та хутшăннă тесе шутлаççĕ.
Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче наркоконтроль управленийĕн сотрудникĕсем 94 преступление, çав шутра наркотиксем сутассипе çыхăннă 58 преступление тупса палăртнă. Пурĕ 2 килограмм та 268 грамм наркотикла веществосем тутса илнĕ.