13 марта 2010 г.
ÇУЛ-ЙĔРСЕМ çинче аварисем ан пулччăр, вĕсенче водительсем, пассажирсем инкек ан курччăр тесе милицин ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем нумай ĕçлеççĕ. Кунта, паллах, профилактика операцийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин планĕпе килĕшÿллĕн, мартăн 10-мĕшĕнче – «Ачасем», мартăн 12-мĕшĕнче «Çул урлă каçмалли вырăн» операцисем иртрĕç. Çак операцисем вăхăтĕнче инспекторсем тимлĕхе ÿстернĕ, ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрнă, çул-йĕр правилисене пăсма хăтланнисене ăнлантарнă, хăрушлăх пирки систернĕ.
Ашшĕ-амăшĕсене, учительсене ачасемпе кулен ăнлантару ĕçне илсе пыма сĕнетпĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнманни инкеке çавăрма пултарни пирки аса илтеретпĕр. Çывăхра транспорт килнине курсан çул урлă каçма тăхтаса тăни пирĕн кил-çурта инкек килесрен сыхласа хăварĕ.
Мартăн 18-мĕшĕнче районта «Автобус» профилактика мероприятийĕ иртесси пирки пĕлтеретпĕр. Çак кун эпир, ГИБДД инспекторĕсем, автотранспорт предприятийĕсене çитсе тĕрĕслетпĕр, профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр.
Мартăн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче те профилактика кунĕсем ирттеретпĕр. Ачасене çул-йĕр правилисемпе паллаштарасси, хăрушлăх пирки асăрхаттарасси – мероприятин тĕп тĕллевĕ.