Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăратлăха лайăхлатсах пыраççĕ

17 марта 2010 г.

Ăратлăха лайăхлатсах пыраççĕ

ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ нумай усрасан, продукци те ытларах пулать. Юлашки вăхăтра витесем каллех тулма пуçларĕç. Шăмăршăри «Бирюкова» фермер хуçалăхĕ сыснасем ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлет. Нумаях пулмасть фермер Елчĕк районĕнчен «Ландрас» ăратлă çичĕ сысна ами туяннă. Ку ăрат хăвăрт ÿт хушнипе уйрăлса тăрать.

Васанти «Лукьянов» фермер хуçалăхĕ те Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» хуçалăхран пысăк шурă ăратлă сысна ами кÿрсе килнĕ.

«Восход» ял хуçалăх кооперативĕнче те выльăхсен йышне ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ. Чаткассем кÿршĕллĕ Тутарстанран таса ăратлă пушмак пăрусем туянма май тупнă.

Выльăхсен шутне ÿстерес шухăшлă хуçалăхсем районта татах та пур. «Бездна» фермер хуçалăхĕ кăçал виçĕ миллион çурă тенкĕлĕх, «Искра» ял хуçалăх кооперативĕ икĕ миллион тенкĕлĕх ăратлă ĕне выльăхсем туянасшăн. Ку тĕлĕшпе патшалăхран ссуда илме документсем хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех.

«Березка» фермер хуçалăхĕ вара Францире кăларнă йывăр туртакан «Апшерон» ăратлă вунă лаша илесшĕн.

Выльăх усрама чи малтан хăтлă витесем кирлĕ. «Бездна» фермер хуçалăхĕнче çуркунне ĕне вити тума пуçласшăн, унта ку чухнехи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика