17 марта 2010 г.
ÇУРКУННЕ çĕкленÿллĕ те хавхалануллă тапхăр кăна мар, хăш чухне вăл пăшăрхануллă самант та. Сахал-и Чăваш хутлăхĕнче ейÿ сарăлса шыв айне пулакан урамсемпе çуртсем! Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ мăн пĕвесем мĕн чухлĕ хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.Районта хăй вăхăтĕнче тарăн çырмасене тăхăр тĕлте пĕвеленĕ. Чи пысăкки – Пуянкасси ял тăрăхĕнче. Ăна 35 çул каялла вырăнти «Правда» колхоз çĕрĕ çинче патшалăх пулăшнипе тунă. Унта пуçтарăнакан шыв 3 миллион та 200 пин кубла метр!
Анат Чаткас пĕвине те пĕчĕк тееймĕн. Вăтăр гектар лаптăкра пĕр миллион тонна шĕвек упранать.
Гидротехника сооруженийĕсенчен чылайăшĕ çĕр эрозийĕнчен сыхлать, тăпрари пулăхлă сийсене юхтарса каясран хÿтĕлет. Тепĕр çĕрте пĕве дамбисем – ялпа яла çыхăнтаракан кĕперсем, çынсемпе выльăх-чĕрлĕхе каçса çÿремелли çулсем. Вĕсем çийĕн автотранспорт хутлать, хăшне асфальт е вак чул сарсах çирĕплетнĕ.
Ахальтен мар районта çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче сооруженисене сыхласа хăварас тĕлĕшпе çуллен çивĕч мерăсем йышăнаççĕ. Кăçал та февраль уйăхĕн варринчех район пуçлăхĕ В.П. Фадеев хушăвĕпе килĕшÿллĕн таврара инкек-синкек сиксе тухасран асăрхаттарма, тивĕçлĕ мероприятисене йĕркелесе пыма уйрăм комисси туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров ертсе пырать. Районăн тĕп экологĕ Виталий Давыдов та çак йышрах.
– Йышăну кăларнă хыççăнах эпир комиссипе пуçтарăнса районти мĕн пур объекта пăхса çаврăнтăмăр, - терĕ вăл. – Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем шыв çулĕсемпе пăрăхсене тасатнă, патне пымалли çулсене хырса тикĕсленĕ, васкавлă мерăсем йышăнма ятарлă бригадăсем пухнă, кирлĕ инвентарь янтăланă, техника уйăрнă. Шыв-шур вăхăтĕнче дежурство йĕркелеме палăртнă. Паян-ыранах малтанхи сĕнÿ-асăрхаттарусене пурнăçланине тĕрĕслеме тепре тухса кĕретпĕр.
Çуркунне шыв тарăн шăннă çĕре сăрхăнаймĕ те çырма-çатрапа айлăма кĕрлесе тухĕ. Юнашарах вара ĕне-сысна ферми, машина-трактор паркĕ, çуп-çаппа каяш вырăнĕ... Мур картипе масар та инçе мар. Сехĕрленмелĕх пур. Çавăнпа тăхтаса тăмасăр халăхра ăнлантаруллă ĕçе ирттермелле, сыхланмалли меслетсене вĕрентмелле.
«Шыв пĕр вăхăтрах икĕ тĕрлĕ вăй – ырă та, усал та», – тенĕ ваттисем. Япăххинчен хÿтĕленесчĕ. Çакă – хамăртан килет.