17 марта 2010 г.
«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçат калама çук ырă ĕç тăвать: Аслă Отечественнăй вăрçа район çыннисем мĕнле хутшăнни, тылри хастар ĕçченсем çинчен чуна хумхантаракан статьясем пичетлет. Тавтапуç сире, журналистсем, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çынсене манманшăн.
Эпĕ çуралса ÿснĕ ял – Триер поселокĕ – халĕ район картти çинче çук ĕнтĕ. Ял çывăхĕнче курăк пусса илнĕ масар çеç пур. Эпир, Триер поселокĕнче çуралса ÿснисем, кашни çулах тăван ял масарĕ çине, кунта ĕмĕрлĕхех канăç тупнă çывăх тăвансене асăнма пуçтарăнатпăр. Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайманнисене, фронтран килнисен суранĕсем шала кайнипе çĕре кĕнисене асăнатпăр.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, пирĕн Тăван çĕршыв çине ирсĕр фашистсем вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен, Триер поселокĕнче те хурлăхлă кунсем пуçланчĕç. Вăйпитти арçынсене фронта илсе кайрĕç. Пирĕн «Триер» колхозра ваттисемпе хĕрарăмсем тата ача-пăча кăна тăрса юлчĕç. Жнейкăпа тырă выракан Валерий Капчикова фронта илсен, лару-тăру пушшех те йывăрланчĕ. Тырпула çурлапа та çавапа пуçтарса кĕртме тиврĕ. Аннесем çавапа çулатчĕç, эпир – ача-пăча – кĕлте çыхса, кĕреплепе тураса тăраттăмăр.
Утă çулма вун иккĕрех вĕрентĕм. Аслисемпе пĕрлех ана пайласа паратчĕç: вăйсăр алăсемпе çава тытса хамăн лаптăка çулса пĕтереттĕм-пĕтереттĕмех. Ман тантăшсем те çапла ĕçленĕ.
Аслă тете – Курак – çулĕ çитнипе вăрçăчченех салтака кайнăччĕ. 1941 çулта вăл таврăнасса кĕтеттĕмĕр. Анчах вăрçă пуçланчĕ, Курак тете фронтра фашистсемпе çапăçни çинчен çыру янăччĕ. Тата темиçе çыру та илтĕмĕр унран. 1943 çулта вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хыпар килчĕ.
Çав çулах 1925 çулта çуралнă Володя тете те фронта тухса кайрĕ. «Курак тетешĕн фашистсене тавăратăпах», – тесе каларĕ вăл ялтан тухса каяс умĕн.
Самуил тетене вăрçа унтан маларах илнĕччĕ. Вăл та хăйĕн çывăх тăванĕшĕн, фронтра вилнĕ юлташĕсемшĕн тăшмана тавăрма тупа турĕ.
Çак самант асра юлнă. Эпĕ ун чух Тутар республикинчи Хурăнвар шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренеттĕм. Пысăк перемена вăхăтĕнче вăрăм коридорта шкул ачисем ташлатчĕç, савăнатчĕç. Эпĕ пуçа чикнĕ те, аяккинчен пăхса тăратăп. Ман пата хамăр класс руководителĕ Анисия Васильевна пычĕ те:
– Эсĕ мĕншĕн ташламастăн; – терĕ.
Эпĕ пĕр сăмах та шарламарăм, класа чупса кĕтĕм, пуçăма парта çине хурса ĕсĕклесех йĕрсе ятăм.
Класри хĕрачасем учительницăна манăн тете вăрçăра вилни çинчен пĕлтерчĕç. Анисия Васильевна ман çума ларчĕ те, пуçăмран ачашларĕ, ăшă сăмахсем каласа лăплантарчĕ.
Сакăр класс пĕтерсен шкула каяймарăм, колхозра сыснасем пăхма пуçларăм. Анчах, аттепе учительсем ÿкĕтленине пула (эпĕ чи лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă), тăххăрмĕш класа çÿреме тиврĕ.
Ачасем шкула кайиччен колхоз хирти ĕçсене вĕçлеме тăрăшнă. Çавăнпа эпир кăнтăрла – вăкăрпа, çĕрле лашапа хиртен кĕлте турттарнă. Пĕр каçхине, хир çулĕпе кайнă чухне, сурат патĕнчен çын тухрĕ. Эпир çав тери хăраса ÿкрĕмĕр, лашасене хытă хăваласа килелле вĕçтертĕмĕр. Ун чух вăрçăран тарнă çынсем пытанса çÿрени çинчен калаçатчĕç. Çав каç хыççăн вара ял халăхĕ В.Гладковпа Д.Ильбеков ватăсене хурала кăларчĕ.
Пирĕн «Триер» колхоз районта малтисен шутĕнче пулнă. Вăрçăччен Михаил Петрович Капчиков председатель орден илме те тивĕçнĕччĕ. Патшалăха темиçе план чухлĕ çăм сутнăшăн тата тырă нумай леçнĕшĕн преми шучĕпе «Полуторка» автомашина панăччĕ. Çав автомашинăпа Николай Тихонов ĕçлетчĕ, фронта та «Полуторкăпах» тухса кайрĕ.
Кĕлте турттарса пĕтерсен, авăн çапма тытăнтăмăр. Мĕн çапнине каçпа веялкăпа сăвăраттăмăр. Унпа Сайте Ухтиярова, Раиса Афанасьева, Венера Убасева тата эпĕ ĕçленĕ. Ыйхă килесрен, çĕрĕпех юрă юрлаттăмăр.
Аннесем алапа тырă аллатчĕç. Эпĕ те аллама хăнăхрăм, тепĕр чух аннене те улăштарнă. Çапла нушаланса патшалăха леçме тата вăрлăх валли алласа пĕтереттĕмĕр.
Фронтри салтаксем валли алса-чăлха çыхнă, ăшă тумтирсем пуçтарнă. Тăххăрмĕш класс хыççăн хамăра та пĕр уйăх çурă салтак ĕçне вĕрентрĕç. Мучелей ялĕ çывăхĕнче вăрманта пулеметран пеме, граната ывăтма, хĕç-пăшала салатса пуçтарма хăнăхтарчĕç. Тăван çĕршыв ертÿçисем ун чух вăрçă вăраха тăсăлма пултарасси пирки шутланă, çавăнпа та çамрăксенчен резерв хатĕрлемелле пулнă.
Вăрçă çулĕсенче колхоз председателĕнче Д.Матвеева ĕçлетчĕ. Манăн аннене сурăх фермин заведующийĕ пулма çирĕплетрĕç. Пĕрре çапла Анисия Изамбаева тантăшăмпа иксĕмĕр сурăх кĕтĕвĕ кĕтме тухрăмăр. Сасартăк пире хирĕç пысăк йытă килнине асăрхарăмăр. Сурăхсем пирĕн пата кĕпĕр! пуçтарăнчĕç.
– Кашкăр! – кăшкăрса ячĕ Аниççе. Пирĕн сасса илтсе çывăхри уйра çĕр улми лартакан колхозниксем чупса çитрĕç. Кашкăр кĕтĕве тапăнмарĕ, хăвалăха кĕрсе çухалчĕ.
Çакăн пек асра юлмалли самантсем нумай пулнă.
Çамрăк пулин те, пирĕн колхозри йывăр ĕçсене пурнăçлама тивнĕ, лавпа та çÿренĕ. Кăвак çутă палăрсанах ĕçе кайнă, киле тĕттĕмпе çеç таврăннă. Выçăллă-тутăллă пурăннă, хамăр çиес татăка фронта пулăшма панă.
Пурин çинчен те çырса пĕтерес çук, ман çулсенчи çынсем çав асапа хăйсем тÿссе курнă ĕнтĕ. Пирĕн пĕчĕк «Триер» колхоз та Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн эпĕ чĕререн савăнатăп, çакăн çинчен ачасемпе мăнукăмсене каласа паратăп.