17 марта 2010 г.
ШĂМĂРШĂРИ Василий Емельянов, 1999 çулта Шупашкарти çыхăну техникумне пĕтерсен, хулара ĕçе вырнаçма шутламан. Çуралнă ял, тăван тавралăх илемĕ ăна каялла таврăнма, Шăмăршă тăрăхĕнчех тĕпленсе пурăнма хистенĕ.
Райцентрта специальноçпа ĕç тупăнманни те йывăрлăха кĕртсе ÿкермен ăна – малтанласа кÿршĕллĕ Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упири (амăшĕн тăван ялĕ) ял хуçалăх кооперативне ĕçе вырнаçнă. Унта Василий кооператив ертÿçин водителĕ пулнă, çăмăл автомашинăпа çÿренĕ. Çав вăхăтрах, Шăмăршăра çурт лартас тĕллевпе, ĕç укçи шучĕпе тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, строительство материалĕсем туянса, вĕсене Туслăх урамĕнчи плановăй çĕр участокне турттарнă.
2000 çулта Василий Емельянов Шăмăршă район прокуратурин водителĕнче ĕçлеме пуçланă. Тăван ялтах ĕç тупăнни каччăна чунтанах савăнтарнă, хавхалантарнă. Шанса панă техникăна вăл яланах тирпейлĕ тытма тăрăшнă, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
2001 çулта Василий Емельяновăн пурнăçĕнче хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулса иртнĕ. Раштав уявĕ хыççăнах вăл Шăмăршăри тĕп больницăра медсестрара вăй хуракан илемлĕ хĕрпе – Елена Быковапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Мал ĕмĕтпе пурăнсан, йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасан хăвăн вăй-хална çĕнĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхма пулать. 2003 çулта Василий Емельянов Шăмăршăра шифоньер, диван, кухня гарнитури, сĕтел-пукан туса кăларакан предприяти уçнă. Çак ĕç, тÿрех каламалла, ăнăçлă пырать. Асăннă япаласене илемлĕ те тивĕçлĕ пахалăхпа туса хатĕрлени, вĕсен хакĕ промышленноç кăлараканнисенчен йÿнерех пулни клиентсене илĕртет. Емельянов предпринимателĕн таварĕсене вĕсем кăмăллăн туянаççĕ. Предприяти заказсăр тăмасть.
Пĕрлех çурт тăвасси те малалла пынă. 2006 çулта Емельяновсем пулас çуртăн никĕсне хывса хăварнă. Тепĕр çул вара каменщиксем тытса керамзит блокĕсенчен икĕ хутлă пысăк çуртăн стенисене купаласа хăпартнă, тăррине симĕс профнастилпа витнĕ.
– 2008 çул пирĕн çемьешĕн ырă пулăмсемпе палăрса юлчĕ,– каласа пачĕ кил хуçин мăшăрĕ Елена Борисовна. – Çак çул эпĕ Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăтăм. Ку çулах мана, район больницин çамрăк специалисчĕ пулнă май, Правительство программипе килĕшÿлĕн, район администрацийĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди пачĕ. Куншăн эпир район администрацине чĕререн тав тăватпăр. Çак субсидипе усă курса эпир тивĕçлĕ строительство материалĕсем илтĕмĕр, шалти ĕçсене туса пĕтерсе, декабрĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрăмăр. Çак кун юратнă мăшăрăм, Василий, 30 çул тултарчĕ.
– Ку çулах эпĕ çăмăллăхлă ЛПХ автокредитне илсе бортлă Газель туянтăм, – хутшăнчĕ калаçăва Василий Константинович. – Çак автомашина мана предприниматель ĕçĕнче усă курма тем пекех кирлĕччĕ. Патшалăх çăмăллăхсем пани пире, паллах, питĕ савăнтарать.
Емельяновсен туслă çемйипе, вĕсен пысăк кил-çурчĕпе эпĕ кăмăллăн паллашрăм. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнчи пÿлĕмсен стенисене эрешлĕ хăмасемпе илемлетнĕ. Хăйсен предприятийĕнче туса хатĕрленĕ стенка, кухня гарнитури, тĕрлĕ сĕтел-пукан çурта хăтлăх кÿреççĕ. Пÿртрех – сивĕ тата ăшă шыв, туалет. Котельнăйран тÿрех мунчана кайма пулать. Пĕр çивитти айĕнчех – гараж. Çурта хальхи проектпа туни пур енĕпе те меллĕ. Кăçал çемье пÿртĕн иккĕмĕш хутĕнчи ĕçсене те вĕçлеме палăртать. Кирлĕ материалсене туянса хунă ĕнтĕ.
Çурт йĕри-таврашне тĕрлĕ улма-çырла йывăçĕсем илем кÿрсе тăраççĕ. Йывăç-тĕмсене 7-8 çул каяллах лартса хăварнă май, вĕсем халĕ çамрăк çемьене хăйсен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Варени-компотпа хăйсен тăванĕсене те сăйлаççĕ Емельяновсем. Кунсăр пуçне хушма хуçалăхра çуллен тухăçлă çĕр улми, тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтерет ĕçчен çемье.
Кил хуçипе, унăн мăшăрĕпе, вĕсен 7 çулхи ывăлĕпе, Евгенийпе, эпĕ ăшшăн сывпуллашрăм. Телей те юрату, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр сире, хисеплĕ Емельяновсем.