17 марта 2010 г.
ПЫТАРМАЛЛИ çук: ĕлĕкрех Баскак поселокне «упа шăтăкĕ» тесе калаттăмăр. Сăлтавĕ те пулман мар. Çул-йĕр япăххи уйрăмах тарăхтаратчĕ – кĕрлĕ-çурлă тапхăрта унта çуран çеç çитме тиветчĕ. Халĕ, асфальтлă çул пуртан, поселока та чăннипех «çул уçăлчĕ»: çĕнелет, çамрăкланать «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчи Баскак.
Малтанласа çынсем кунтан куçса кайнă пулсан, халĕ вĕсем, вĕсен ачисем ашшĕ-амăшĕ кун-çул панă тăрăха каялла таврăнаççĕ. Яланлăхах. Çак кунсенче кунта пурăнакан М.Пелеевпа курса калаçма тÿр килчĕ.
– Чун савăнать, - терĕ вăл. – Икĕ-виçĕ çул хушшинчех поселок палламалла мар улшăнчĕ вĕт.
Юлашки вăхăтра кăна кунта темиçе çĕнĕ çурт ÿссе ларнă. Акă, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн патшалăх участок инспекторĕ Ш.Замалетдинов Кириллстанран куçса килме кăмăл тунă, çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрнă. Вăл, Эльмира мăшăрĕпе, выльăх-чĕрлĕх те йышлă усрать. Çакăнтанах куçса килнĕ тепĕр çамрăк, хальлĕхе çемье çавăрма ĕлкĕреймен М.Минаев та кермен пек çурт хăпартса лартнă.
Наци паркĕнче вăй хуракан А.Маркелов та тăван тăрăхпа çыхăннă тымара татас темен – Мулла поселокĕнчен Баскака куçса килнĕ, çĕнĕ çурт туса лартнă. Мăшăрĕ – Марина – почтальонка.
Алмезпа Эльвира Пелеевсем те – çамрăк çемье. Вĕсем те ют çĕрте телей шырас темен, кунтах тĕпленнĕ, хăйсен вăйĕпех çурт-йĕр çавăрма мехел çитернĕ.
Д.Ревунов та «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчех вăй хурать, патшалăхăн участокри инспекторĕ. Унăн та хăйĕн уйрăм çурт, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх.
Чăннипе илемлĕ, илĕртÿллĕ Баскак таврашĕ: ем-ешĕл вăрман, сиплĕ те уçă сывлăш – курорт-санатори тейĕн. Çавăнпах хăй патне туртать пулĕ çак тăрăх. Акă, Тольяттире çуралнă Денис Колон та малашнехи пурнăçне аслашшĕ çуралнă çĕрпе çыхăнтарас тенĕ. Вăл та Баскакрах çурт туса лартнă, вĕллесем те нумай унăн – чăн-чăн утар тейĕн.
Вăрман илемĕ тинĕсре ишекен моряка та илĕртет, туртать иккен: йывăçсем кашланă сасăпа хумсен шавĕ пачах икĕ уйрăмлăх. Тольяттиренех кунта, амăшĕ çуралса ÿснĕ тăрăхра, инçе çÿреве ишекен тепĕр моряк (шел, М.Пелеев унăн ятне, хушаматне аса илеймерĕ) капмар çурт хăпартса лартнă. Халĕ вăл уншăн дача вырăнĕнче темелле, пыра-киле вăл та кунтах тымар ярас шанăç пур.
Баскак тăрăхĕ туристсене те илĕртет. Пирĕн пата кашни çулах тĕрлĕ вырăнсенчен курма килеççĕ, çут çанталăк пуянлăхĕнчен тĕлĕнеççĕ. Малашне, тен, туристсен базине йĕркелес ыйту та тухса тăрĕ.
Çĕнелет, çамрăкланать Баскак поселокĕ. Çамрăксем кунтах тĕпленни, çурт хыççăн çурт туса лартни хăйех унăн малашлăхĕ пысăк пулассине пĕлтерет.