Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăкăлт-шăкăлт пушмакпа

17 марта 2010 г.

Шăкăлт-шăкăлт пушмакпа

ÇУЛĔПЕ çамрăк-ха Шăмăршăра пурăнакан

А.Юманов. Анчах ку тарана çитсе ĕçсĕр, алă усса ларман. Малтанах йĕкĕт Çĕнĕ Шупашкарта атă-пушмак хатĕрлекен тата юсакан пулма вĕреннĕ, дипломлă специалист. Çакăн хыççăн Алексей пилĕк çул çав хуларах ĕçлесе пурăннă.

«Тăван енĕн тĕтĕмĕ те тутлă», – тенĕ хăй вăхăтĕнче вырăссен паллă çыравçи А.Грибоедов. Ахăртнех çакă йĕкĕте тăван яла килме хистенĕ пулĕ. О.Хлюкин предпринимателĕн «Эвита» пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме тытăннă вăл. Районти миçе çынна атă-пушмак юсаса, çĕнетсе паман-ши ăстаçă;

Çулсем иртеççĕ – пурнăçра хăвăн вырăнна тупма та вăхăт. Ун пек, кун пек шутласа пăхнă хыççăн Алексей Германович хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма тĕллев тытнă. Сăлтавĕ те пулман мар: миçемĕш çул ĕнтĕ кивелнĕ, юрăхсăра тухма пуçланă атă-пушмака юсама Киров хулинчен килсе пуçтарса каяççĕ вĕт; Çак ĕçе мĕншĕн Шăмăршăрах пуçарса ярас мар;

Çирĕп тĕллевлĕ çамрăк тÿрех ĕçе пуçăннă. Аптека çуртĕнчи иккĕмĕш хут чылайранпа пушă ларнине пĕлсе, пулас ĕç вырăнне арендăна илме шут тытнă. Шухăшланă – тунă.

– Тăван Çĕршыв сыхлавçисен кунĕ умĕн арçынсене парне туса парас килчĕ – февралĕн 22-мĕшĕнче пĕрремĕш клиента йышăнтăмăр.

Паллă ĕнтĕ: атă-пушмакăн кĕлли те пĕтет, сăнчăри (молния) юрăхсăра тухать, çĕвви ситренет... Малашне ку тĕлĕшпе пачах та пăшăрханма кирлĕ мар – халĕ пирĕн хамăрăнах атă-пушмак юсакан мастерской пур, – терĕ предприниматель.

– Материалсем ăçтан тупатăр; – ыйтрăм юлашкинчен А.Юмановран.

– Шупашкартан кÿрсе килетпĕр. Ĕçлеме пуçланăранпа пирĕн ĕçе тиркенĕ, заказа каялла тавăрса панă пĕр тĕслĕх те пулман, – терĕ вăл.

Çакă та тĕлĕнмелле: кунта хаксем, ытти çĕртипе танлаштарсан, чылай йÿнерех. Ку çеç те мар – ыйтăва кĕске вăхăт хушшинчех тивĕçтереççĕ.

... Мĕн пытармалли: кашни çынах кăçатă тĕплеме пултараймасть. Ан тив, хĕл иртсе пырать тейĕпĕр – сивĕсем тепĕр çул та сахал мар пулĕç-ха. Апла пулсан кивелнĕ кăçатăсене халех йÿн хакпа тĕплеттерсе хунине мĕн çиттĕр;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика