17 марта 2010 г.
ПЫСĂКАХ мар преступлени тусан, çынна тÿрĕ çул çине тухма шанăç парас тесе, суд йышăнăвĕпе çынна колоние ямасăрах тÿрленме май параççĕ. Вĕсене вара айăплав пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекцие учета илетпĕр. Хальхи вăхăтра 50 çын учетра тăрать. Вĕсенчен пĕрисем – «условниксем», теприсем – ĕçлесе юсанмалла тунисем, виççĕмĕшсем – обязательнăй ĕçсене çÿрекенсем. Учетра тăракансем 10 кунта пĕр хутчен инспекцие регистрацие çÿреççĕ. Инспекцире вĕсемпе профилактика ĕçне туса ирттеретпĕр, тепĕр хут преступлени тăвасран асăрхаттаратпăр. Эпир, паллах, графикпа килĕшÿллĕн, учетра тăракансен килĕсене те çитсе килетпĕр, вĕсем суд йышăнăвĕнче палăртнă тивĕçсене мĕнлерех пурнăçласа пынине тĕрĕслетпĕр, ăнлантару ĕçне туса иртеретпĕр. «Условник» операци вăхăтĕнче ку ĕçе вăйлатрăмăр. Пирĕнпе пĕрле рейдсене районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те хутшăнчĕç.
2009 çулта пирĕн инспекцире пурĕ 116 çын учетра пулчĕ. Çав шутран условнăй айăплав илнисем – 82 çын, ĕçлесе юсанмалла тунисем – 22 çын, обязательнăй ĕçсенче пулнисем – 10 çын. Çак йышри çынсен пысăк пайĕ суд йышăнăвĕнчи тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, тÿрĕ çул çине тухма тăрăшрĕ. Хăйсене кирлĕ пек туса пыманшăн, вĕсене сĕмсĕррĕн пăснăшăн 14 çынна колоние яма тиврĕ. Кунсăр пуçне, учетра тăнисенчен 29-шне тĕрĕслев срокне тăсса панă, 28 çын çине хушма тивĕçсем хунă.