17 марта 2010 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Ĕç Кодексĕпе килĕшÿллĕн кашни ĕçлекенех, вăл шутран ертÿçĕсен, предпринимательсен те ĕç сыхлавĕн курсĕсенче вĕренмелле. Çак йĕркене Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ. Кунпа килĕшÿллĕн ертÿçĕ е вăл шаннă çын тин ĕçе илекенсемпе, урăх ĕçе куçаракансемпе ĕç сыхлавĕ тата малтанхи медицина пулăшăвĕ парасси пирки ятарлă инструктаж ирттермелле.
Кăçлахи январĕн 1-мĕшĕнчен вара уйрăм категорири çынсене ĕç сыхлавĕн курсĕсенче Социаллă страховани фончĕн шучĕпе вĕрентессине пăрахăçланă. Малашне çакнашкал вĕренÿ тÿлевлĕ пулать. Çак ĕçе ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин «Республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕ» ГУ, Ял хуçалăх министрствин «Нива» вĕренÿпе курс комбиначĕ, ытти организацисем туса пырĕç.
Районти халăха социаллă пулăшу паракан пай кашни çулах ĕçлекенсене ĕç хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене вĕрентес тĕлĕшпе курссем йĕркелет, ятарлă преподавательсене чĕнсе илет. Çакăн пирки тĕплĕнрех 2-36-24 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.