Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эй, яш-кĕрĕм, паттăр халăх...

17 марта 2010 г.

ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕ çумĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен канаша 2006 çулта йĕркеленĕ. Тĕллевлĕ, маларах хатĕрленĕ плансене тĕпе хурса ĕçлесе пырать вăл. Поселени – районта чи пысăккисенчен пĕри. Унта кĕрекен ялсенче вăтăр çула çитмен 1035 çамрăк пурăнать, вĕсенчен 557-шĕ – шкулта, техникумра, училищĕсенче, институт-университетра вĕренекенсем. Ĕçлекенсем те сахалăн мар. Сăмахран, çамрăк предпринимательсем вун иккĕн шутланаççĕ, вун виçĕ çамрăк агропромышленноç комплексĕнче, вуннăшĕ шкулта, иккĕшĕ культура учрежденийĕнче, вун пиллĕкĕшĕ строительствăра, çирĕм саккăрăшĕ халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăра, çирĕм тăваттăшĕ сывлăх хуралĕнче вăй хураççĕ.

Ял поселенийĕн территорийĕнче çамрăк çемьесем 101 шутланаççĕ, вĕсенчен 76-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли черетре тăрать, иртнĕ çул пилĕк çемье хваттерлĕ пулнă.

Канаш çамрăксен канăвне, ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе те нумай ĕçлет, тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем, викторинăсемпе конкурссем йĕркелет. Ку тĕлĕшпе Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе, вăтам шкулпа, Культура керменĕпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк усă парать. Çавăн пекех, канаш предприятисемпе, организацисемпе те çирĕп çыхăну тытать, унта ĕçлекен çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать.

Çамрăк çемьене чи малтан мĕн кирлĕ; Паллах, хваттер е çурт. Пĕлтĕр «Çамрăк çемье» федераллă программăпа килĕшÿллĕн виçĕ çемье тата икĕ специалист çăмăллăхлă ссуда илнĕ.

Канашăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Çак тĕллевпе иртнĕ çул шашка, юр çинче мини-футболла выляс, В.Любимовпа А.Игнатьев Кубокĕсене çĕнсе илессишĕн футбол ăмăртăвĕсене ирттернĕ. Поселени çамрăкĕсем ытти спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ, тăтăшах призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Спорта аталантарма пирĕн пур условисем те çитеççĕ: стадион, хоккей коробки, виçĕ спорт залĕ, ипподром пур.

Çавăн пекех, ял поселенийĕ çумĕнче çамрăксене право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе ятарлă комисси те ĕçлет. Çавăнпах ĕнтĕ çул çитмен çемрăксем йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахалланса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕ те пысăк пулăшу парать.

Çамрăк çемьесем килти хушма хуçалăха аталантарма та тăрăшаççĕ. Вĕсен хушшинче йышлă выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усракансем те нумай, теприсем тухăçлă пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.

Юлашки вăхăтра çамрăксем ытларах тăван тăрăхрах юлма пуçлани палăрать. Апла пулсан, ялсен малашлăхĕ те пысăк.

Çакна та каласа хăвармалла: хальлĕхе район центрĕнче кашни çамрăках ĕç тивĕçмест-ха. Çавăнпах харпăр-хăй вăйĕпе çĕнĕ ĕç йĕркелеме – предприниматель пулма шухăш тытнисене ырламалла çеç. Вĕсене район администрацийĕ те, ял поселенийĕн администрацийĕ те пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ.

Ĕçлес текенсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та тÿлевсĕрех вĕрентсе кирлĕ специальноç илме май парать. Юлашки вăхăтра çеç çичĕ çамрăк тракторист-машинист, пилĕк çамрăк газ хуранĕсен операторĕн специальноçĕсене илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика