Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрере хĕлхем ялкăштăр

24 марта 2010 г.

КУЛЬТУРА работникĕсен професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕн çумĕпе А.П.Чумуркинапа тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

– Алевтина Петровна, хамăрăн калаçăва кадрсен ыйтăвĕнчен пуçлар пулĕ...

– Районти культура сферинче пурĕ 53 çын вăй хурать, вĕсенчен 29-шĕ – клуб учрежденийĕсен работникĕсем. Культура çурчĕсемпе клубсен ĕçченсенчен 9-шĕ – аслă (культура институтне пĕтернисем – 3-ĕн), 10-шĕ – ятарлă вăтам, 10-шĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ. 10 çын таранах ятарлă пĕлÿ илменни, паллах, питĕ пăшăрхантарать. Вĕсен кăçал заочнăй майпа Шупашкарти культура училищине кĕме тăрăшмалла. Ятарлă пĕлÿсĕр массăллă мероприятисене тивĕçлĕ шайра ирттерме май çук. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен те ку ыйтăва тимлĕхре тытмалла.

Библиотекăсенче 23 çын ĕçлет. Вĕсенчен 4-шĕ – аслă, 13-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. 6 çын тĕрлĕ специальноçпа ятарлă вăтам вĕренÿ заведенине пĕтернĕ. Вĕсен те библиотекарь специальноçне алла илмелле. Унсăрăн хальхи çĕнĕ технологисемпе ĕçлеймĕн.

Карапай Шăмăршăри ял поселенийĕн Культура çурчĕн заведующине З.Падюкована – Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ, Пуянкассинчи ял поселенийĕн библиотекин заведующине Н.Федотована Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне парса чысланă. Васанти халăх музейĕн директорĕ Г.Ларшников та ЧР культурин тава тивĕçлĕ работникĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ.

– Клуб учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăраймăр-ши;

– Пирĕн районта чăваш, тутар, вырăс тата ирçе халăхĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кашни нацин – хăйĕн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки. Çак халăхсен культури, хăйне евĕрлĕхĕ малалла аталанса пыччăр тесе кирлĕ условисем туса пама тăрăшатпăр эпир. Клуб учрежденийĕсенче – вĕсем районта 16 – вăл е ку халăхăн Наци культурин кунне те ирттеретпĕр. Пĕлтĕр, акă, Палтиелĕнче Тутар кĕнекин кунĕ пулчĕ. Маларах Шăмăршăри культура керменĕнче Тутар культурин кунне йĕркеленĕччĕ. Çак мероприятисем тутарсемшĕн кăна мар, ытти наци халăхĕсемшĕн те чăн-чăн уявсем пулса тăчĕç.

Кăçал апрельте Чăваш чĕлхин кунне тата аслă поэтăмăр К.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Чăваш культурин фестивальне йĕркелетпĕр. Районти чăвашсен паллă коллективĕсем, пултаруллă солистсем, ансамбльсем, сăвă вулакансем хăйсен сцена ăсталăхне Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче кăтартаççĕ.

2011 çулта – Вырăс, 2012 çулта Ирçе (Раççей патшалăхне кĕнĕренпе 1000 çул çитнине халалласа) культурисен кунĕсем иртеççĕ.

Районта кашни нацин хăйне евĕрлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăракан коллектив е ансамбль пур. Пуянкассинчи «Ахаяс», Васанти «Мерчен», Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав», Энтĕрьелĕнчи «Шуçăм», Виçпÿрт Шăмăршăри «Виçпÿрт çеçкисем» тата Анат Чаткасри чăваш фольклор коллективĕсен юрри-ташши концертсене илем кÿрет.

Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен, Вырăс Чукалпа Кивĕ Чукалти арçынсен тата хĕрарăмсен вокал ансамблĕсем вырăс, чăваш халăх юррисене илемлĕн шăрантарма пуçласан чунра ачаш туйăмсем çуралаççĕ.

Патирекри ачасен тутар фольклор коллективĕпе Асанкассинчи хĕрарăмсен вокал ансамблĕ те тутар юррисене чĕре хĕлĕхне хускатса юрлама пултараççĕ.

Ярăславри ирçе фольклорĕн «Умарина» ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне тăван ялта кăна мар, районти мероприятисенче те кăтартать. Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕ ирçе, вырăс тата чăваш юррисене те пĕрешкел ăста шăрантарать.

Карапай Шăмăршăри, Кивĕ Чукалти купăсçăсен, Васанти, Пуянкассинчи инструментсен ансамблĕсене те ырăпа палăртса хăвармалла. Паллах, çакнашкал ансамбльсене ялсенче ытларах курас килет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине тата Учитель çулталăкне халалланă ял поселенийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти смотрĕ малалла пырать. Паянхи кун тĕлне Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Палтиел, Пуянкасси тата Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен коллективĕсен концерчĕсем иртнĕ. Çывăх кунсенчех Шăмăршă, Анат Чаткас тата Васан ял поселенийĕсен коллективĕсем те сцена çине тухаççĕ, тăван ял çыннисене хăйсен программисемпе паллаштараççĕ.

– Библиотекăсем çинчен каласа параймăр-ши;

– Тархасшăн. Районта пурĕ 13 библиотека, вĕсем модельлĕ никĕс çинче ĕçлесе пыраççĕ. Кунсăр пуçне 4 библиотека пункчĕ пур. Модельлĕ библиотекăсене Интернет сетьĕпе çыхăнтарнă.

Халĕ ял çыннисем библиотекăна кĕнеке илме кăна мар, тĕрлĕ енлĕ информаци илме те çÿреççĕ. Ку ĕçре библиотекăсем Интернет сетьĕпе анлăн усă кураççĕ. Инноваци, информатизаци библиотекăсен ĕç-хĕлне тĕпрен улăштарчĕç, çĕнĕ юхăм кĕртрĕç. Библиотекăсенче ахаль каталогсем кăна мар, электронлă библиотекăпа информаци системи («ИРБИС») те ĕçлет. Электронлă каталогсем хамăр библиотекăсен фончĕсĕр пуçне, республикăри тата Раççейри библиотекăсен фончĕсемпе те паллаштараççĕ. 2009 çулта районти мĕн пур библиотекăсене тенĕ пекех çĕнĕ верси-программа (ИРБИС 64) вырнаçтарнă. Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинчи электронлă базăра – ăна «Шăмăршă районĕн право акчĕсен банкĕ» ятпа йĕркеленĕ – район пуçлăхĕн постановленийĕсемпе, хушăвĕсемпе, ытти документсемпе паллашма пулать. 2009 çулхи ноябрьте çак библиотекăра социаллă право пулăшăвĕн центрĕн консультаци пункчĕ ĕçлеме пуçлани те питĕ вырăнлă. Библиотека заведующийĕ С.Ларионова коллектив ĕç-хĕлне кирлĕ пек йĕркелесе, тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе, вĕсене пĕр тикĕс пурнăçа кĕртсе пынине те палăртма кăмăллă. О.Присмотрова библиограф халăха электронлă информацисем парас тĕлĕшпе лайăх ĕçленине асăнса хăварас килет. Кунсăр пуçне Кивĕ Чукал библиотекинчи Т.Чамеева çĕнĕ верси-программăсемпе ăнăçлă ĕçленине, Виçпÿрт Шăмăршă библиотекинчи Л.Егорова тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнса, вĕсенче çĕнтернине те палăртмалла.

Пĕрлех хăш-пĕр йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăрас килет. Халĕ, тĕрлĕ изданисен хакĕсем пысăкланнă май, халăх хаçат-журнал вулама ытларах библиотекăна çÿрет. Шел, районти кашни библиотекăна вăтамран 7-8 издани кăна тивĕçет. Республикăри вăтам кăтарту – 17,9 экземпляр. Çавна май ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен библиотекăсене хушма изданисемпе пуянлатма тăрăшмалла, укçа-тенкĕ çăл куçĕсене тĕпчесе тишкермелле. Çавăн пекех Интернет сетьĕпе усă курнăшăн та туллин тÿлесе пырассишĕн çине тăрса ĕçлемелле.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти клуб учрежденийĕсен работникĕсене, библиотекарьсене, музей ĕçченĕсене, ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕсене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу, пуçарулăхпа творчество ăсталăхĕ сунатăп. Культура вучахĕ яланах илемлĕн ялкăшса тăтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика