24 марта 2010 г.
ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ усрамасан, кризис тапхăрĕнче ял çыннине йывăрлăхран тухма çăмăлах мар. Картишре выльăх пулсан укçа-тенкĕрен те сыпăнса пыма пулать: пасарта халĕ, сăмахран, сысна ашĕ 150, ĕне ашĕ 180 тенкĕ таран тăрать, 1,5 литр сĕт – 25 тенкĕ. Апла пулсан, ан ÿркен кăна.
Палтиел ял поселенийĕнчи ялсенчи çынсем юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама тытăнчĕç. Патирекех илер-ха, акă. Кунти Абрар Тепитов хăй кăна 3 ĕне, 4 вăкăр, 1 лаша тытать.
Вениамин Карсаков та, пĕчĕкрен чĕр чунсене юратса ÿснĕскер, картише пушă тăратас темест. Хальхи вăхăтра унăн хуçалăхĕнче 3 ĕне, 5 вăкăр, 10 сысна, 1 лаша.
Ферид Каленов та вĕсенчен юласшăн мар. Унăн та 3 ĕне, 5 вăкăр, 1 лаша. Вĕллесем те самаях.
Палтиелĕнче те сахал мар çакнашкал ÿркенмен, тăрăшуллă çынсем.
Хатып Азизова, сăмахран, ял-йыш çеç мар, район çыннисем те чăннипех ăмсанма пултараççĕ. Чăн-чăн кĕтÿ унăн хуçалăхĕнче: 3 ĕне, 6 вăкăр, сурăхсем – 10 ытла, 2 лаша. Çуллен хур-кăвакал та йышлă – 100 пуç таранах усраççĕ. Хăйсем кÿлĕ чавнăран, вĕсене тытма питĕ меллĕ. Азизовсем пулă таврашне те лавккара туянмаççĕ – хăйсен кÿллинчех карас ĕрчетеççĕ.
Минсалим Шайдуллов та выльăх усрани тупăшлă пулнине тахçанах туйса илнĕ. Халĕ те вăл 1 ĕне, 5 пăру, 2 лаша тытать, сурăхсем те пур, кашни çулах хур-кăвакал йышлă усрать.
Çак ялти Рафик Рахматулловăн – 3 ĕнепе 4 пăру, 2 лаша, 20 сурăх. Рамис Калаковăн та 2 ĕне, 5 пăру, 20 яхăн сурăх, 2 лаша.