Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулез – ерекен чир

24 марта 2010 г.

«РАÇÇЕЙ Федерацийĕнче туберкулеза хирĕç кĕрешесси» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, районта сахал мар мероприятисем туса ирттереççĕ. Кашни çулах туберкулезпа чирлĕ çынсене тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе мероприятисен комплексла планне туса хатĕрлетпĕр, «Шурă ромашка» уйăхлăх ирттеретпĕр. Çак чиртен асăрханас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене санэпидемиологи, медицина канашĕсенче, районсем хушшинчи ведомство комиссийĕнче, медицина работникĕсен пĕрлехи канашлăвĕнче сÿтсе явасси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Çавăн пекех, районти депутатсен Пухăвĕ «Районта социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене хирĕç кĕрешесси çинчен» тĕллевлĕ программа та йышăннă, унта 2008-2011 çулсенче туса ирттермелли ĕçсене палăртнă.

«Туберкулез» хушма программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе, иртнĕ çул район бюджетĕнчен 300 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Асăннă чир ыйтăвĕ чăннипех те çивĕч тăрать темелле. Пĕлтĕр çак чирпе чирлекенсен йышĕ 1,2 хут ÿснĕ.Урăхла каласан, 14 чирлĕ çынна тупса палăртнă, çак шутра 2 çамрăк ача та пур. Пуçласа чирленисен 83,3 процентне республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансера янă, амбулатори пулăшăвĕ панă.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта туберкулезăн бацилярлă формипе чирленĕ 28 çынна учета илнĕ. Пĕлтĕр туберкулеза пула тăватă çын вилнĕ.

Усал чирĕн пуçламăш тапхăрнех палăртма флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухни пулăшать. Иртнĕ çул районти халăхăн 85,8 проценчĕ (6791 çын) флюорографи тухнă.

2009 çулта туберкулеза хирĕç çичĕ çулхи ачасен 103,7, вун тăватă çултисен 110 процентне вакцинопрофилактика тунă, 85 ачана госпитализациленĕ.

Март-апрель уйăхĕсенче районта туберкулеза хирĕç кĕрешмелли акци пырать. Çавăнпа та сире пурне те хăвăрăн сывлăхăра тĕрĕслеттерме, районти тĕп больницăра флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма чĕнетпĕр.

Шăмат кунсенче – мартăн 20 тата 27-мĕшĕсенче, апрелĕн 3 тата 10-мĕшĕсенче – районти тĕп больницăра Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен станци те (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4 «В» çурт) мартăн 27-мĕшĕнче Уçă алăксен кунне ирттерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика