Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăра – поэзи сехечĕ

24 марта 2010 г.

ПОЭЗИЕ килĕштерекенсем вырăс поэтессин Вероника Тушнован кĕнекисене яланах кăмăллăн алла илеççĕ. Уйрăмах – юрату лирикине юратакансем. Вĕсемпе хĕрачасен темиçе ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă, асанне е кукамай тапхăрне кĕнĕ.

Çак кунсенче Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче Вероника Тушнован 95 çулхи юбилейне халалласа «Икĕ пурнăç, икĕ юрату» литературăпа поэзи сехечĕ иртрĕ. Вулав залне хальхинче Шăмăршă вăтам шкулĕнче 11 классенче вĕренекенсем килчĕç. Вĕсене библиотекарьсем паллă поэтессăн биографийĕпе, пултарулăх кун-çулĕпе паллаштарчĕç.

Вероника Тушнован пĕтĕм поэзийĕ – унăн хăйĕн пурнăçĕ, кулленхи дневникĕ. Унăн юрату хĕмĕпе ялкăшакан, пурнăç маякне кăтартакан сăввисене вуласа тухнă хыççăн алă лаппи çинче «хыттăн тапакан чĕре» выртнăн туйăнать. Пĕрлех пурнăç, тăван тавралăх илемне сăнлакан, чун-чĕрене çепĕç туйăмсемпе пуянлатакан юрату вăй-хăватне те туйса илетĕн. Çавăнпах пулĕ вĕри чĕреллĕ поэтессăн сăввисем паянхи кун та вуланаççĕ, унăн кĕнекисене темиçе хут пичетле-пичетле кăлараççĕ.

Вунпĕрмĕшсем поэтессăна халалланă выставка-портретпа, унти сăвăсен пуххисемпе, поэтсемпе писательсен аса-илĕвĕсене пичетленĕ кĕнекесемпе те кăмăллăн паллашрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика