Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх хуралĕн эксперчĕсем – Шăмăршăра

27 марта 2010 г.

Сывлăх хуралĕн эксперчĕсем – Шăмăршăра

МАРТĂН 23-мĕшĕнче Шăмăршăра Пĕтĕм тĕнчери сывлăх хуралĕн организацийĕн специалисчĕсем ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Вĕсем Пĕтĕм тĕнчери сывлăх хуралĕн организацийĕпе Чăваш Республики туберкулезпа чирлисене маларах тупса палăртас тĕлĕшпе хатĕрленĕ пĕрлехи проект Шăмăршă районĕнче мĕнле пурнăçланса пынипе интересленнĕ. Дису Камаландаупа Эрика Вайтек экспертсене тата пирĕн регионти куратора Ирина Данилована район пуçлăхĕ В.П.Фадеев йышăннă.

Хăнасем Шăмăршăри тĕп больница ĕçĕ-хĕлĕпе, «Сывлăх» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынипе, клиникăпа диагностика лабораторийĕн ĕçĕпе паллашнă. Экспертсем районти фтизиатри службин ĕçне лайăх паллăпа хакланă.

ŸКЕРЧĔК ÇИНЧЕ: тĕрĕслевçĕсем районти тĕп больницăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика