27 марта 2010 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ чикан хĕрарăмĕсем ватă çынсене улталаса, вĕсен укçине, ылтăн япалисене вăрласа кайнă тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ. Вĕсем пирĕн районти пенсионерсем патне те çитме пултараççĕ. Çакнашкал çынсенчен яланах сыхă тăмалла.
Чикансем ватăсен кил-çуртне, хваттерне килсе шаккаса (алăка питĕрмен пулсан, вĕсем пĕр именмесĕрех пÿрте те кĕме пултараççĕ), хăйсене «социаллă работницăсем», «хваттер шыракансем», «кил-çурт çунса нимĕнсĕр тăрса юлнисем» тесе ĕнентереççĕ. Пÿрте кĕрсен вара «юмăç пăхса», «такам калтунланине тасатса» парам пекки туса, ултавлă майпа ватăсен юлашки укçа-тенкине, ылтăн çĕррине, хăлха çаккисене, вăчăрине е ытти хаклă япалине илсе каяççĕ. Шупашкарта, акă, çакнашкал тĕслĕх пулнă. Ултавçă хĕрарăмсем пĕр карчăк хваттерне кĕнĕ те, ăна пĕтĕм укçине сĕтел çине кăларса хума ыйтнă. Часах укçа реформи пуçланать имĕш, çавна май кивĕ укçасене çĕннипе ылмаштармалла пулать. Вĕсем ĕнентернĕ тăрăх, çак ĕç пуçланнă-мĕн, халĕ кивĕ укçасен серийĕсене кăтартса çырса каймалла. Мĕн тетĕр: карчăк ĕненнĕ, пĕтĕм укçине ултавçăсем умне хунă. Лешсем тем çыркалам пекки тукаланă та, укçасене каялла тавăрса панă. Хĕрарăмсем тухса кайсан ватă карчăк укçа пачкине сапалса пăхнă та, унта хут касăкĕсем кăна иккен, çиеле темиçе чăн-чăн купюра хунă.
Чикансемсĕр пуçне, хăйсене социаллă работницăсем тесе ĕнентерсе, çамрăк хĕрсем те сирĕн пата килме, улталаса хăварма пултараççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем те пур республикăра.
Урамра чикансене курсан, вĕсемпе ан калаçăр, пÿртĕре ан кĕртĕр.
Енчен те сирĕн патăра çÿлерех асăннă çынсем килсен, вĕсем ултавлă майпа укçа е ытти хаклă япала пама ыйтсан, вĕсене тÿрех килтен хăваласа кăларăр та, милицие 02 е 2-33-73 (дужурнăй чаç) телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.