Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сар хĕвелĕ ăшăтать, хире тухма васкатать

31 марта 2010 г.

ПУЯНКАССИСЕМ çакна тахçанах асăрханă: Чаткас сăрчĕ хуралма тытăнсан, çур акиччен шутлă кунсем çеç юлаççĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн вара юр сийĕ çÿхелсех пырать. Мĕнле хатĕрленеççĕ-ха çурхи ака-суха ĕçĕсене «Колос» Агрофирма» ЗАОра;

йĕнче çак тапхăрта кунĕпех хĕрÿ ĕç вĕрет: сунтал сасси ян-ян! каять, газоэлектросварка хĕлхемĕ сирпĕнни таçтанах курăнать. Халĕ кунта пикенсех сÿресене юсаççĕ. А.Петров, П.Захаров, В.Матвеев, Н.Тимофеев, В.Семенов, Н.Мресов, В.Тимофеев тата С.Кузьмин юсавçăсем тăрăшуллă çак ĕçре. В.Матвеев тимĕрçĕн те канăç çук: кунĕпе вуншар та вуншар сÿре шăлне туптаса çивĕчлетме тивет.

– Канса ларма вăхăт çук, – терĕ вăл тарлă çамкине шăлса, унтан сунталпа мăлатук сасси каллех пĕр кĕвĕллĕн янăрама тытăнчĕ.

Кăçал юр нумай çурĕ. Çавна май хăш-пĕр агрегатсене юр айĕнчен чавса кăларма тивет. Культиваторсене илес пулсан, вĕсем тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулмалла мар: юр «тыткăнĕнчен» хăтарнăскере халĕ ятарлă площадкăра регулировка тăваççĕ, лаписене хăйраса çивĕчлетеççĕ. Сÿресене кăкарса ĕçлемелли сцепкăсем те хатĕр. Çур акинче нÿрĕк тытнă çĕрте икĕ ретлĕ йывăр сÿресемпе икĕ ДТ трактор ĕçлемелле.

Тĕш-тырă акакан сеялкăсене вара кĕркуннех юсаса хунă. Ака агрегатне хире А.Петров илсе тухĕ. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Н.Мресов тата Н.Захаров механизаторсем вăй хурĕç.

Çак кунсенче А.Тимофеев токарьпе П.Захаров мастер-наладчикăн та канăç çук темелле.

Хуçалăхра тракторсене те юсаççĕ. Паянхи куна кустăрмаллă виçĕ, гусеницăллă икĕ «хурçă ут» хире тухма хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика