Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕсене – çăмăллăхлă кредит

31 марта 2010 г.

УМРА – çурхи ака-суха ĕçĕсем. Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать тенине тĕпе хурса халĕ хуçалăхсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче хĕрÿ ĕç пырать. Ĕççиччен сахал мар ĕç туса ирттермелле: техникăна юсама запас пайсем илмелле, машинăпа трактор паркĕсене çĕнетмелле, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килмелле, вăрлăхсемпе те ĕçлеме тивет. Пĕр сăмахпа, пур çĕрте те укçа кирлĕ. Хăраса ÿкме кирлĕ мар: ку тĕлĕшпе «Россельхозбанк» ОАО пурне те пулăшу аллине тăсса пама хатĕр.

Асăннă банк çур аки ирттерме уйăракан кредит ставкине 15 процентран 12 процента çити чакарнă. Кунсăр пуçне субсиди те параççĕ.

«Россельхозбанк» ОАО Чăваш Республикинчи çĕр ĕçченĕсене 323 миллион тенкĕлĕх кредит пама хатĕр.

Çакна та асăнса хăвармалла: кăçалхи мартăн 17-мĕшĕнчен вара юридици сăпатлă çынсене вăрах вăхăтлăха паракан кредит ставкисем те 18 процентран 14-15 процента çити чакнă. Çавăн пекех, потребитель кооперацийĕ, ял хуçалăх потребителĕн организацийĕсене тата кредит кооперативĕсене кĕске вăхăтлăха паракан кредит проценчĕсем те 15 процентран 13-14 процента çити чакнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика