Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачи медале тивĕçнĕ

31 марта 2010 г.

Вăрçă ачи медале тивĕçнĕ

РАЙОНТИ тыл ветеранĕсенчен хăшĕ-пĕрисем кăçал чаплă юбилейĕсене палăртрĕç. Карапай Шăмăршăри А.П.Столяров та нумаях пулмасть хăйĕн 80 çулхи юбилейне уявларĕ.

– Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ вун иккĕре пыраттăм, – каласа пачĕ Аркадий Петрович. – Атте, Петр Сергеевич, ферма заведующийĕнче ĕçлекенскер, 1941 çулхи августра, ыраш вырнă вăхăтра, ытти арçынсемпе пĕрле фронта тухса кайрĕ. Вăрçă пирĕн çемьен мал ĕмĕтне те тĕп турĕ. Атте, ялти ăста платниксенчен пĕри, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма шутласа хунăччĕ. Вăл фронта кайнă чухне пÿрт тата мунча пурисем тăлăххăн курăнса юлчĕç.

Ашшĕне салтака илнĕ хыççăн Аркадий – 4 ачаллă çемьере вăл иккĕмĕш пулнă – кил-çуртра арçын ĕçĕсене туса пынă, пурин валли те çăпата ăсталанă.

Вăрçă çулĕсенче, ытти çĕрти пекех, «Пĕтĕмпех фронт валли, йăлтах Çĕнтерÿшĕн!» лозунг Ворошилов ячĕллĕ колхозра та тĕп вырăн йышăннă. Колхозниксем – ватти-вĕтти таранах – уй-хирте тăрăшнă. Аслисемпе юнашар ачасем те ĕçленĕ. Аркадий виççĕмĕш бригадăри ытти ачасемпе – Николай Ефимовпа, Аркадий Заумскийпе, Петр Исаевпа, Александр Захаровпа, Иван Муштаковпа, Иван Тимофеевпа, Федор Лукьяновпа (вĕсем пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) пĕрле улăхра утă пуçтарса лаша лавĕ çине тиенĕ, лаша вăйĕпе ĕçлекен молотилка таврашĕнче вăй хунă. Хĕл кунĕсенче ялти 7 çул вĕренмелли шкула çÿренĕ.

Апат-çимĕç енĕпе кашни çемьерех питĕ йывăр пулнă. Яшкана нумай чухне курăкпа çăратнă. Килте ĕне, сурăхсем тытни пысăк пулăшу панă.

– 1942 çулта атте – вăл Мускав таврашĕнче службăра тăнă – пÿртпе мунча пурисене тырăпа ылмаштарма хушса çыру ячĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ тыл ветеранĕ. – Ку, паллах, çемьешĕн сисĕмлĕ пулăшу пулчĕ. Тырă авăртса çăнăх шÿрпи пĕçерме пуçласан самаях йăл илтĕмĕр. Нумай чухне урпа арпине сăвăраттăмăр, темиçе ывăç пухăннă тырра алă арманĕпе авăртса кĕрпе тăваттăмăр, ăна яшкана яраттăмăр.

Хăйсем выçăллă-тутăллă пурăнсан та колхозниксем пĕтĕм тырра тенĕ пекех, вăрлăхсăр пуçне, фронта ăсатса тăнă. Шкул ачисем каникул кунĕсенче октябрь уйăхĕчченех колхозри тĕрлĕ ĕçре çаврăннă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Амăшĕ, Марье аппа, 1942 çулта кĕтмен çĕртен сĕм-суккăр пулса юлсан, Столяровсен çемйине питĕ йывăр килнĕ. Юрать-ха, асламăшĕ вĕсене тĕрлĕ майпа пулăшса пынă. Вăлах ачасене вăрмана мăк кăларма та ертсе кайнă. Ăна типĕтсе çемье валли тырăпа ылмаштарнă.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ Аркадий Столяров асĕнче мĕнлерех юлнă-ха;

– 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче эпир колхоз хирĕнче лашасемпе çĕр сухалаттăмăр, – аса илет А.П.Столяров. – Кăнтăрла тĕлнелле ял çыннисене колхоз правленийĕ умне пухрĕç, вăрçă чарăнни пирки пĕлтерчĕç. Халăхшăн вышкайсăр пысăк савăнăç пулчĕ ку. Фронтран таврăнайманнисемшĕн хурланса чылайăшĕ куççульпе çăвăнчĕ.

Çав çулах çĕнтерÿçĕ-салтаксем киле таврăнма пуçланă. Петр Столяров хĕрлĕармеец киле ноябрь уйăхĕнче килнĕ, каллех колхозра ĕçлеме тытăннă.

Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕ çынсене, çав шутра ачасене те, медаль парса чысланă. «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале Аркадий Столяров та тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче Аркадий уй-хир бригадинче ĕçленĕ, хĕллехи вăхăтра Кÿчекре ыттисемпе пĕрле вăрман каснă. 1952 çулхи кĕркунне, Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулĕнче садовода вĕренсе тухнă хыççăн, ăна çар ретне илнĕ. Служба Байкал леш енчи çар округĕнчи строительнăй батальонта иртнĕ. Тăрăшуллă, тулли мар вăтам пĕлÿллĕ салтака отделени командирĕ пулма çирĕплетнĕ, сержант званийĕ панă.

1955 çулта служба срокне тултарса таврăнсан Аркадий Столяров малтан строительство бригадинче тăрăшнă, кайран пĕр улшăнми 20 çул тырă склачĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Пенси умĕнхи çулсенче фермăра вăй хунă. 1990 çултанпа – тивĕçлĕ канура.

Ĕçне кура – хисепĕ. Аркадий Столярова, çÿлерех асăннă наградăсăр пуçне, «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе, ытти юбилей медалĕсемпе чысланă. Нумаях пулмасть, акă, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнчи тыл ветеранĕсене, çав шутра А.П.Столярова та, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăрăнпа 65 çул» юбилей медалĕ парса хисепленĕ.

Аркадий Петрович хăйĕн мăшăрĕпе, Клавдия Михайловнăпа, 4 ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. 13 мăнук тата мăнукĕсен 2 ачи ватăсен пурнăçне илемлетсе тăраççĕ, чир-чĕре çĕнтерсе пырса малалла пурăнма вăй-хăват параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика