10 апреля 2010 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Сергей Степанов 1997 çулта çар службинчен таврăнсан хулана вĕренме кайма е ĕçе кĕме шутламан. Салтакра чухне çирĕп дисциплинăна хăнăхнăскер, каччă районти шалти ĕçсен пайне ĕçе вырнаçма, тăван ялтах тĕпленсе пурăнма тĕллев лартнă.
Каччăн заявленине милицин кадрсен службинче кăмăллăн йышăннă. Медицина тата ытти тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн, 1998 çулхи январьте, Сергей районти шалти ĕçсен пайĕнче, патрульпе пост службинче ĕçлеме тытăннă.
2005 çулта Сергей Степанов тăван ялти сăпайлă хĕрпе – райпора товароведра ĕçлекен Ольга Медведевапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьере ача çуралнă, ăна Никита ятпа çыртарнă.
Аслă ывăл пулнă май, Сергей хăйĕн çемйипе тĕп килтен уйрăлса тухма шутланă. Степановсем хăйсен Çĕнтерÿ урамĕнчи тепĕр плановăй çĕр участокĕнче пĕчĕк çурт туса унта пурăнма куçнă, юнашар пысăк пÿрт лартма хатĕрленнĕ.
Паллă ĕнтĕ, пысăк çурт тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Çавна май, патшалăхăн "Çамрăк çемье" программипе килĕшÿллĕн, район администрацийĕ вĕсене каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрса пани питех те вырăнлă пулнă. Субсидипе усă курса, Степановсем 2008 çулта пÿрт никĕсне янă, кирлĕ чухлĕ кирпĕч турттарса килнĕ. Çамрăк çемье çав çулах каменщиксене тара тытса çурт стенисене те купалаттарнă.
Ĕçчен çемье килти хуçалăхра ĕне, сыснасем, пăру, чăх-чĕп тытать. Выльăх самăртса сутни строительство ĕçĕсене малалла илсе пыма май парать. Акă, Степановсем пĕлтĕр пÿрт тăррине çутă тимĕрпе витнĕ, мачча-урай сарнă. Кăçал вĕсем шалти ĕçсене малалла тума шутлаççĕ.
Çапла, çамрăк çемье мал ĕмĕтпе пурăнать, тĕп ĕçре, килти хуçалăхра çаврăнать. Сергей Степанов халĕ те районти шалти ĕçсен пайĕнчех тăрăшать. Вăл – милиционер-водитель. Хăйĕн тивĕçне çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн милици аслă сержантне виççĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальпе, "Милици отличникĕ" знакпа наградăланă, пай начальникĕ нумай хутчен укçа премийĕсемпе хавхалантарнă.
Степановсен çемйине çур çул каялла тепĕр ывăл хутшăннă. Кил хуçи арăмĕ халĕ декретлă отпускра, килте пĕчĕк Глебпа ларать. Часах пысăк пÿрт те ачасен сассипе тулĕ.