Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьешĕн те пысăк сиен

10 апреля 2010 г.

ЭРЕХ ĕçсе иртĕхни çемьене те пысăк сиен кÿрет. Социологсем тишкерни те çакна çирĕплетсе парать. Арăмĕ е упăшки ĕçке ернĕ пулсан çак çемьере ĕçлесе илнĕ тупăшăн 40-70 проценчĕ çухалать. Çапла вара арăмĕпе упăшкин мĕн пур тăкаксен тĕп статйи эрех-сăра пулса тăрать. Ку вара çемьери çынсем валли апат-çимĕç е тумтир илес майсем сахалланса, чакса пырасси патне илсе çитерет. Социологи тĕпчевĕсенчен хăшĕ-пĕрисене сăнаса тишкерсен те çакна çăмăллăнах асăрхама пулать: алкоголиксем хушшинче 25-27 процент – ăс-хакăл культурин пуянлăхĕсемпе нимĕн чухлĕ те кăсăкланман, мĕскĕн, çемйипе пĕрле пурăнман çынсем, ачисене воспитани парас, ватăлса çитнĕ ашшĕ-амăшне пулăшас ĕçрен аякра тăраканскерсем.

Ĕçке ярăннă çынсем темĕн чухлĕ ĕçлесе илсен те укçан пысăк пайне, çемье мĕнле пурăнни çинчен шутламасăрах, эрех-сăра ĕçсе пĕтерни çинчен маларах каларăмăр. Çавăн пек инкеклĕ пурнăç çинчен 36 çулхи пĕр хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ мана акă мĕн каласа пачĕ: "Ытти çемьесем мĕнле пурăннине сăнатăп та – пурте йĕркеллĕ. Манăн вара – чăн-чăн нуша. Упăшкан эрех ĕçмесĕр иртмен кунĕ çук. Ĕçлесе илнĕ пĕтĕм укçине ĕçсе яни çитмест, аран-аран туянкалама вăй çитернĕ япаласене те килтен иле-иле кайса сутса ĕçет. Ачасен вылямалли теттисем те çук, тумтирĕ те пĕтĕмпех кивелсе çитрĕ. Мĕн пур укçана намăс-симĕсе пĕлмесĕр, ачасене çаратса тенĕ пек, эрех-сăра ĕçсе пĕтермелле-ши;" Икĕ ачине пĕтĕм вăйран тăрăшса пăхса ÿстерес тесе сывлăхне, вăй-халне паракан хĕрарăм каланă çак сăмахсене ниепле те лăпкăн итлеме май çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика