Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик "сĕрĕмне" çаклансан...

10 апреля 2010 г.

НАРКОТИКСЕМ сарăлассине хирĕç кĕрешекен Раççейри Федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн сотрудникĕсем наркопритонсен çулне пÿлессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă, кăçал çулталăк пуçланнăранпа наркопритонсен хуçисем çине 19 уголовнăй ĕç пуçарнă. Кунта хăш-пĕр тĕслĕхсем те илсе кăтартас килет.

1985 çулта çуралнă арçын Шупашкарта пĕр çамрăк хĕрарăмпа пĕрле пурăннă. Наркотиксем упранăшăн çак хĕрарăма – пулас ача амăшне условнăй майпа айăпланă. Нумаях пулмасть, унăн хваттерне наркотĕрĕслев оперативникĕсем килсен, арçынпа хĕрарăм наркотиксен "сĕрĕмĕнче" пулнине асăрханă.

РФ УКĕн 232 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, наркопритон хуçине 4 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Мартăн 17-мĕшĕнче наркотĕрĕслев сотрудникĕсем çĕнĕ микрорайонти "Ярмарка" пасар таврашĕнчи пĕр çурта кĕрсе тĕрĕсленĕ. Çак çуртри пĕр хваттерте Уфаран килнĕ 28 çулти арçын хăйĕн çамрăк хĕрарăмĕпе пĕрле пурăннă. Ăна вăл çул çитмен тапхăртах "наркотиксен пурнăçне" кĕртсе янă. Чăваш Енĕн тĕп хулине килсен Уфа çынни юлташĕпе пĕрле наркотик хăнăхăвĕнчен сыватакан реабилитаци центрне йĕркеленĕ. Анчах та "хушман çимĕçе" тутанса пăхсан хăй те наркомана тухнă. Çак "занятие" вăл ытти "пациентсене" те явăçтарнă.

Иртнĕ çулхи ноябрьтен пуçласа Уфа çынни çак хваттерте – вăл тепĕр çын харпăрлăхĕнче тăрать, уншăн уйăхсерен укçа тÿлесе пырать – наркопритон йĕркелесе хăйĕн клиенчĕсене дезаморфинпа (чи хăватлă наркотиксенчен пĕри) тивĕçтернĕ. Специалистсем шутланă тăрăх, ку наркотикран çынсем 2-3 çултанах вилеççĕ.

Следствипе оперативлă ушкăн вырăна çитсен хваттер хуçипе арăмĕ тата тепĕр арçынпа хĕрарăм дезаморфин "сĕрĕмĕнче" пулни, хăйсен таврашĕнче мĕн пулса иртнине пачах туйманни палăрнă.

Уфаран килнĕ çын пирки те çÿлерех асăннă статьяпах уголовнăй ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика