Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыталарĕ те, куççульне шăлчĕ...

10 апреля 2010 г.

ÇАК аса илÿ манăн чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Унтанпа çитмĕл çула яхăн вăхăт иртнĕ пулин те, çав самант халĕ те манăçман.

... Çуллахи хĕвеллĕ ăшă кун эпир, шăкăр-макăрсем, Анат кассăн укăлчи патне пуçтарăнтăмăр та чишăлла выляма тытăнтăмăр. Кăшкăрашатпăр, тавлашатпăр, тĕрткелешетпĕр... Ача ачах ĕнтĕ, хырăм выçă пулсан та вăйăран уйрăлаймастăн.

Укăлча патĕнчен пăхсан Пуянкасси ялĕ питĕ лайăх курăнать. Ун чухне Виçпÿртпе Пуянкасси хушшинче пĕр йывăç та çукчĕ, йĕри тавра уй-хир сарăлса выртатчĕ.

Çапла хĕрсех вылянă вăхăтра пĕр ача Пуянкасси енчен çын килнине асăрханă. Эпир, вăл çул çине пăхса тăнине курса, ун патне чупса пытăмăр.

– Мĕн пăхатăн, мĕн куртăн эс унта; – тĕпчетпĕр юлташа.

– Çул çине пăхăр-ха, – терĕ юлташ. – Çынни çынах-ха вăл, анчах мĕншĕн ытла та майĕпен килет-ха;

Лайăхрах тинкерсен, костыльсем çине таянса утакан салтака асăрхарăмăр. Тен, вăрçăран таврăнакана пулăшу кирлĕ пулĕ тесе, кĕпĕрленсех ун патнелле чупрăмăр. Çывăхарах çитрĕмĕр те, пĕр харăс кăшкăрса ятăмăр:

– Михайла тете вĕт ку! Михайла тете таврăнать!

– Таврăнатăп çав, – терĕ ĕшеннĕ сасăпа вăйсăррăн костыльлĕ салтак. Унтан сывлăш çавăрма курăк çине ларчĕ.

Эпĕ тÿрех ялалла чупрăм, Кĕтÿк инкесен çурчĕ укăлчаран инçех мар. Картишне кĕнĕ-кĕменех кăшкăрса ятăм.

– Инке, Михайла тете вăрçăран таврăннă!

Кĕтÿк инке манпа пĕрле урамалла ыткăнчĕ, часах Михайла тете патне те чупса çитрĕмĕр. Упăшкине ыталаса илчĕ те, нумайранпа хырăнманнипе шăртланса кайнă пичĕ çумне тĕршĕнчĕ.

– Михайла чунăм, ман телее, ачасен телейне çаврăнса килтĕн иккен, – тесе ĕсĕкле-ĕсĕкле йĕме пуçларĕ. Унтан упăшкине хулĕнчен тытрĕ те, хуллен-хуллен килĕ еннелле утрĕç.

Эпир, иккĕн-виççĕн, Михайла тетене алăк урати урлă каçма пулăшрăмăр та, шыв йăтса, вутă çурса мунча хутса ятăмăр. Часах кÿршĕсем те пуçтарăнма тытăнчĕç.

Михайла тете, аманнă пулсан та, хыçне хутаç çакса таврăннă. Тăватă ывăлне те пылак çимĕçпе савăнтарчĕ.

Инке Михайла тетене тĕрлĕ курăксемпе сиплерĕ, пыра-киле утакан та пулчĕ. 1943 çулхи çур аки умĕн ăна бригадир пулма суйларĕç.

Çулсем малаллах шурĕç. Михайла тете – Михаил Леонтьевич Левашкин – районти паллă бригадир пулса тăчĕ. Вĕсен çемйи те ÿсрĕ – тăватă ывăл çумне тата виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ача хутшăнчĕç. Вăрçă паттăрĕ мĕн ватăличченех пурăнчĕ, хăй хыççăн ырă ят хăварчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика