10 апреля 2010 г.
АПРЕЛĔН 8-мĕшĕнче Шупашкарта, Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 27-мĕш сессийĕ пулса иртнĕ.
Сесси ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хутшăннă тата сăмах тухса каланă. Н.В.Суслонова кандидатурине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне уйăрса лартма сĕннĕ май, Президент Нина Владимировна Чăваш Еншĕн чĕререн çунакан çын, професси шайĕпе çÿлте тăракан ертÿçĕ пулнине палăртнă.
Тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Нина Владимировна Суслонована Чăваш Республикин Министрĕсен Кабинечĕн Председателĕ пулма уйăрса лартмашкăн килĕшни çинчен пĕлтернĕ. Çак ыйтупа йышăннă Постановление Чăваш Республикин Президенчĕ патне ярса панă.
Сесси кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене пăхса тухнă, çав кунах хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.