Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асфальт çулăн хĕррипе çÿп-çап выртать купипе...

10 апреля 2010 г.

ÇУЛА тухатăн – тем те куратăн. Акă, иртнĕ кунсенче Пашьел-Чукал тăрăхĕнче те, Чаткас енче те пулма тиврĕ, Пуянкассине те çитсе куртăм. Пур çĕрте те юр ирĕлет, «хĕл куççулĕ шавласа юхса каять çырмара»...

Çурхи илем кăмăла çĕклет. Çав вăхăтрах хавхалануллă чуна хуçаканни те юнашарах иккен: шурă юр кайнă хыççăн унта та кунта çÿп-çап куписем, пушатнă сăра-эрех кĕленчисем, пластик савăтсем, ытти ăпăр-тапăрпа лăпăр-лапăр куç умне тухаççĕ.

Таçтан, урăх республикăпа облаçран килсе вараласа хăварман вĕт-ха районти çулсен хĕррисемпе ял урамĕсене; Ырă тĕслĕх вырăнне пĕр ял поселенине те асăнма çук: Шăмăршăра та, Чукалта та, Палтиелĕнче те йĕркесĕрлĕх тем чухлех.

Çул-йĕр тăвакансем те пăшăрханаççĕ: кĕркунне кăна аслă çулăн икĕ енне те тирпейлесе тухнăччĕ, паян кунта çÿп-çап унчченхинчен те ытларах пуçтарăннă.

Чикĕ леш енче (Францире, Италире, Германире тата ыт.те) машинăпа пынă чух чÿречерен сигарет тĕпне пăрахса хăварнăшăн та пысăк штраф тÿлеттереççĕ тенине илтнĕ, кун пирки «Труд» хаçатра та çырнăччĕ. Пирĕн водительсем вара çул аяккине мĕн кăна пăрахса тултармаççĕ-ши; Шел, тавралăха сиен кÿнĕшĕн кама та пулин айăпланă тенине илтмен. Милицин участокри инспекторĕсем те, ГИБДД ĕçченĕсем те йĕркесĕрлĕхе курман пек пурăнаççĕ.

Сĕнÿ пур: пĕр шăмат кун районти мĕн пур водителе (харпăр-хăйĕн çăмăл автомашина пуррисене те, пуçлăхсене турттарса çÿрекенсене те) пĕр çĕре пуçтарса çул аяккисенче тирпей-илем тума явăçтармалла. Кам сăлтавсăрах субботника хутшăнмасть – районти экологи фондне укçан тÿлетĕр.

Водительсен çеç мар, районта пурăнакан кашни çыннăн тирпейлĕхшĕн тăрăшмалла. Хăнасем умĕнче намăс вĕт, ентешсем. Икĕ-виçĕ çул каялла урамсене шăлса-тасатса, бордюрсене шуратса тăраттăмăр пулсан, паян Шăмăршăри пĕр урама та тирпейлĕ тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Ытти ялсенче те йĕрке çукрах, ку вăл пĕрре те ÿстерсе калани мар. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, старостăсем (тен, вĕсем хут çинче кăна шутланса тăраççĕ;) ман сăмахсемпе килĕшмеççĕ пулсан, тавлашăва хутшăнччĕр. Анчах та, ура айĕнче çÿп-çап сарăлса выртнă чух, тавлашса вăхăта ирттерме кирлех-ши; Çанăсене тавăрса ĕçе пуçăнсан, хамăр пурăнакан тавралăхра тирпей-илем тусан пурсăмăршăн та лайăх мар-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика