Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хуçалăх – шанчăклă алăра», – терĕç семинар-канашлăва хутшăннисем «Восходра» пулнă хыçç

14 апреля 2010 г.

«Хуçалăх – шанчăклă алăра», – терĕç семинар-канашлăва хутшăннисем «Восходра» пулнă хыçç

ÇУРХИ ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Тăрăшуллă çынсем хĕрÿ тапхăра хатĕрпе пĕрех: çанталăк ăшăтса çĕр ĕлкĕрсенех «хурçă утсем» хирелле çул тытĕç. Иртнĕ шăмат кун «Восход» кооперативра пулнă семинар-канашлăва хутшăннисем чаткассем хире паян тесен паян тухма хатĕррине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç.

Юлашки çулсенче, ертÿçĕсем тăтăш улшăнса тăнипе, «Восход» кооператив арканса каяс патнех çитнĕччĕ, çĕр ĕçĕнче те, фермăсенче те лайăххи нумаях марччĕ. Хуçалăх «тилхепине» опытлă ертÿçе, хăйĕнчен те, çынсенчен те çирĕп ыйтакан Иван Павлова шанса парсан, Чаткас тăрăхĕн унчченхи ырă ячĕ каялла таврăнма тытăнчĕ.

– Халăхпа пĕр чĕлхе тупни – чи кирли, – тет Иван Николаевич. – Çынсен ĕçлес хавхалану пурри, пĕрлешÿллĕ хуçалăх пуласлăхне шанни кăмăла çĕклет.

Техника картишне телевиденипе кăтартма ÿкерсен те намăс пулас çук. Речĕ-речĕпе ларакан юсавлă тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисем куçа илĕртеççĕ. Картишре пылчăк çăрăлмасть, юрăхсăр тимĕр-тăмăр та йăваланса выртмасть. Ăçта пăхатăн – унта йĕркелĕх.

Çурхи ĕçсен планĕпе паллашатăп: 338 гектар çинчи кĕр тыррисемпе 300 гектар нумай çул ÿсекен курăксене минерал удобренийĕпе апатлантармалла, 1133 гектар çĕртмене сÿрелесе нÿрĕк тытмалла, 300 гектар çурхи тулă, 250 гектар урпа, 100 гектар сĕлĕ, 50 гектар хура тул, 20 гектар чĕкĕнтĕр акмалла, 50 гектар çĕр улми лартмалла. Имçамланă вăрлăхсемпе çеç акĕç, çĕнĕ, малашлăхлă сортсене анлă çул параççĕ. Хирте вăй хуракансене ĕçшĕн тÿлемелли йĕркене те механизаторсемпе сÿтсе явса çирĕплетнĕ. Икĕ сменăпа ĕçлеме трактористсем çитеççĕ, ытларахăшĕ – опытлă çĕр çыннисем.

Чăнах та, йывăрлăхсем те пур. Топливо сахалтарах, минерал удобренийĕ те çителĕксĕр. Анчах укçа çук тесе алă усса лармасть хуçа, тĕрлĕ майсемпе усă курса, кредит илсе тупăштарма тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсен, парăмсене парса татма та пултарĕç. Тырă нумайрах туса илсен (гектартан 27 центнертан кая мар илме палăртнă), выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерме те майсем пулĕç.

Семинара килнисем Хĕрлĕ Васан паççулкинчи Василий Павлов фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç. Василий Николаевич ПСМ-2,5 М агрегатпа пĕрчĕллĕ культурăсене овсюгран тасатни пурне те интереслĕ пулчĕ: сывлăшпа вĕртерсе тасатнă вăрлăхра овсюг пачах та юлмасть иккен. Фермер районти ытти хуçалăхсене те пулăшма хатĕр.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕ ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Район администрацийĕн агропромышленноç пайĕн тĕп агрономĕ В.П.Севрюгин, А.В.Федоров агрохимик, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн тĕп инспекторĕ В.А.Захаров, «Россельхозбанк» ОООн районти уйрăмĕн ертÿçи В.А.Федотов кăçалхи çур акин уйрăмлăхĕсем, техника хатĕрлĕхĕ тата топливăпа удобренисем туянма кредит илмелли майсем çинчен калаçрĕç.

«Россельхозбанк» ООО мартăн 17-мĕшĕнчен юридически лицосене нумай вăхăтлăха паракан кредитăн çулталăкри чи пĕчĕк ставкине 16 процентран 14-15 процент таран чакарнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем ирттерме паракан кредит ставки вара 15 процентран 12 процент таран пĕчĕкленнĕ.

Уйрăм çынсене паракан кредит ставки те палăрмаллах пĕчĕкленнĕ. «Ялти хушма хуçалăх» программăпа çурт-йĕр çавăрма паракан кредит ставки те чакнă, «Пенсионнăй» кредит ставки 2 процент пĕчĕкленнĕ. «Россельхозбанк» чăннипех те ял çыннисемшĕн ĕçлет теме май пур.

Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ, умри задачăсене çивĕчлетсе сăмах тухса каларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика