Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăра – Ирçе культурин кунĕ

14 апреля 2010 г.

Шăмăршăра – Ирçе культурин кунĕ

КĂÇАЛХИ апрелĕн 9-мĕшĕ пирĕн районта хăйне евĕр паллă событипе палăрса юлчĕ. Çак кун Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче Ирçе культурин кунĕ иртрĕ.

Эрне кун Мордва Республикинчен хăнасем йышлăн килсе çитрĕç. Вĕсен хушшинче Мордва Республикин Вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Г.А.Явкина, Мордва Республикин наци политики енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А.Н.Шатова, «Чили-сема» («Восход») ирçе журналĕн тĕп редакторĕ Н.И.Ишуткин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Мордва Республикин халăх артистки Нина Маркова юрăç, Мордва Республикинчи Ардатово район администрацийĕн культура управленийĕн начальникĕ П.В.Балобанов, çак районти ирçе халăхĕн «Цековне» («Соловушка») фольклор коллективĕ (илемлĕх ертÿçи В.Тюгашкин), «Девишник» ташă ансамблĕ (Г.Голубева) пулчĕç. Çак уява Чăваш Республикинчи ирçе культурин центрĕн председателĕ В.П.Седойкин та хутшăнчĕ. Ирçесем вырăс патшалăхне кĕнĕренпе 1000 çул çитнине халалланă уява Шăмăршăра, Ирçе Тĕккинче, Шамкайра, Палтиелĕнче, Ярăславра пурăнакан ирçесем те йышлăн килчĕç.

Сумлă хăнасем сцена çине хăпарсан район пуçлăхĕ В.П.Фадеев вĕсене Шăмăршă çĕрĕ çине килсе çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, районăн экономика, социаллă пурнăç, культура аталанăвĕпе паллаштарчĕ, районта чăвашсем, вырăссем, тутарсем тата ирçесем яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине палăртрĕ. Валерий Петрович çавăн пекех районта çуралса ÿснĕ паллă ирçе çыннисене ятран асăнса тухрĕ. Районта пурăнакансенчен 2,3 проценчĕ – ирçесем. Çак цифра юлашки 30 çул хушшинче пĕчĕкленмен. Ирçесем районти пур сферăра та ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ. Ю.М.Фролов – «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ», Г.П.Бабочкин «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», М.Н.Ильин «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» сумлă ятсене тивĕçнĕ. Чечняра паттăррăн çапăçса пуç хунă Раççей Геройĕ Олег Долгов Шамкайра çуралнă. Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май, В.П.Фадеев çак хутшăнусем малашне татах çирĕпленессе шаннине пĕлтерчĕ.

Хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, районта Ирçе культурине ирттерме хапăл тунăшăн сумлă хăнасем В.П.Фадеева ăшшăн тав турĕç, библиотекăна ирçе кĕнекисен комплектне, ирçе уявĕсене, йăли-йĕркине, сумлă çыннисен ĕç-хĕлне сăнлакан электронлă материалсем парнелерĕç. «Пирĕн туслăх – ĕмĕре», – терĕç вĕсем.

Концерт программине Пуянкассинчи «Ахаяс» фольклор коллективĕ уçрĕ. Ярăславри «Умарина» фольклор ансамблĕ ирçе юррисене хитрен шăрантарчĕ. Хăнасем анлă программăллă концертпа савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика