Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă сферăри ыйтусемпе – Пĕрлехи йышăну кунĕ

14 апреля 2010 г.

АПРЕЛĔН 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекипе пĕрле пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра право хутшăнăвĕсене йĕркелес енĕпе Пĕрлехи тематика йышăнăвне ирттерчĕ. Тĕп библиотекăн вулав залĕнче йĕркеленĕ тĕл пулăва Шăмăршăра пурăнакансем йышлăн килчĕç.

Мероприятие район прокурорĕн çумĕ В.Федоров уçрĕ.

– Шăмăршă районĕн прокуратури пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче саккун йĕркисем мĕнлерех пурнăçланса пынине тĕрĕслесех тăрать, – терĕ Владимир Николаевич. – Кăçал январь-март уйăхĕсенче ку сферăра федераллă тата республика законодательствине пăснă фактсене тупса палăртман. Халăхăн çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен парăмĕсем пур пулин те, çуртсене çутçанталăк газĕ, шыв, электроэнерги парса тăрассине чарса лартман. Авариллĕ лару-тăру пулман.

Çав вăхăтрах Шăмăршăри Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансенчен прокуратурăна жалоба килчĕ. Вăл температура режимне кирлĕ пек тытса тăманнипе, пÿлĕмсенче сивĕрех пулнипе çыхăннă. Прокуратура работникĕсем вырăна тухса тĕрĕслесен фактсем çирĕпленчĕç. Çавна май тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Котельнăйсене тĕрĕсленĕ вăхăтра йĕркене пăснă фактсем нумай палăрчĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем ăшă энергине шута илсе пыракан прибор ĕçлеменнипе, ăшă системинчи каялла çаврăнса килекен шыв давленине журналта палăртса тăманнипе, 2009 çулхи декабрьти, 2010 çулхи январьти уйрăмах сивĕ кунсенче системăри шыв температури графикра кăтартнинчен пĕчĕкрех пулнипе тата ыттипе çыхăннă.

Тĕрĕслевсен результачĕсем тăрăх «Коммунальник» МУП директорĕ патне представлени ярса панă, пĕр çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Юридически лицо – «Коммунальник» МУП пирки, РФ КоАПĕн 7.23 статйипе килĕшÿллĕн, административлă право йĕркине пăсни çинчен ĕç пуçарнă. Ăна Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕнче пăхса тухнă, 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

«Çурт-йĕрпе коммуналă сферăра право йĕркисене пăснă фактсене асăрхасанах районти прокуратурăна килĕр, – терĕ хайĕн сăмахне вĕçлесе прокурор çумĕ. – Эпир сирĕн хуть мĕнле ыйтăвăра та тĕплĕн пăхса тухăпăр, тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр».

Малалла вара Шăмăршăра пурăнакансем çурт-йĕрпе коммуналлă сферăри хăйсене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç. Вĕсем çине çак ĕçшĕн яваплă çынсем ответлерĕç.

ЫЙТУ: Халĕ коммуналлă пулăшусен тарифĕсем пур çĕрте те ÿссех пыраççĕ. Пирĕн районта вĕсем 2010 çулта миçе процент чухлĕ пысăкланнă-ши?

Район администрацийĕн экономика пайĕн тĕп специалист-экспертчĕ Т.П.ТАТАРСКИХ хуравлать:

– Шывпа канализаци тарифĕсем кăçал ÿсмен – 2009 çулхи шайрах юлнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал çурта ăшăпа тивĕçтернĕшĕн – 20 процент, электроэнергипе усă курнăшăн – 11,5 процент, çутçанталăк газĕшĕн 27,4 процент ытларах тÿлемелле.

ЫЙТУ: Эпир пурăнакан Космовский урамĕнчи 28-мĕш çуртра кăçалхи хутмалли сезонра сивĕ кунсенче ăшă температури 12-14 градусран ытла хăпармарĕ. Малашне мĕнле пурăнмалла-ши пирĕн?

«Управляющая компания» ОООн генеральнăй директорĕ Е.Г.ПЕТРОВ хуравлать:

– Çак çурта кĕрекен ăшă системин пăрăхĕ те, хваттерсенчи батарейăсемпе пăрăхсем те кивелсе çитнĕ. Паллах, вĕсене çĕннисемпе ылмаштармалла. Çуртри хваттерсене приватизациленĕ май, çак ĕç валли халĕ бюджетран укçа уйăрмаççĕ. Ăшă системине çĕнетме смета туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Унăн хакĕ 314 пин тенкĕпе танлашать. Ку суммăна, хваттерти пурăнмалли лаптăка шута илсе, хуçисен 15-20-шер пин тенкĕ укçа хывмалла. Килĕшсен, ăшă системине кашни хваттертех уйрăм газ хуранĕ, ăшă расхутланине шута илекен прибор вырнаçтарсах çĕнетме пулать. Анчах кун пек чухне тăкаксем 50-60-шар пинех çывхараççĕ. Хăш варианта суйласа илесси пирки хваттерсен хуçисен халех шутламалла.

Хутмалли сезон тăрăшшĕпех, çак çурта ăшă кирлĕ чухлĕ çитейменнине шута илсе, укçа сахалтарах тÿлеттерсе пынă.

ЫЙТУ: Эпир пĕлтĕр хута кайнă Ленин урамĕнчи 24 хваттерлĕ 54 «А» çуртра пурăнатпăр. Электроэнергипе усă курнăшăн ăçта укçа тÿлемеллине пĕлместпĕр – ăна ниçта та йышăнмаççĕ...

Е.Г.ПЕТРОВ хуравлать:

– Çак çĕнĕ çуртăн техусловийĕсем пирĕн обществăн Положенийĕпе пĕр килмеççĕ. Çавна май электроэнергипе усă курнăшăн тÿлемелли укçана йышăнма пирĕн право çук. Халĕ «Чувашэнерго» ОАО урлă тивĕçлĕ документаци хучĕсем хатĕрлетпĕр. Çак ĕçĕн çуррине пурнăçланă ĕнтĕ. Кирлĕ хутсене туса пĕтерсенех укçа йышăнма пуçлатпăр.

ЫЙТУ: Канализаци пăрăхне юхтарса яракан таса мар шывшăн мĕншĕн таса шывран та ытларах тÿлемелле?

Е.Г.ПЕТРОВ хуравлать:

– Шăмăршăри тасатакан сооружени кунĕн-çĕрĕн тулли хăватпа ĕçлет, электроэнерги нумай расхутлать. Çавна май, канализацишĕн тÿлемелли тариф та пĕчĕкех мар. Нумай хваттерлĕ çуртсене тата уйрăм пÿртсене пурне те е ытларахăшне канализаци пăрăхĕсемпе çыхăнтарсан тарифсем пĕчĕкрех пулаççĕ.

ЫЙТУ: Пиртен, Юбилейная урамĕнче пурăнакансенчен, мĕншĕн кашни уйăхрах укçа пуçтараççĕ?

Е.Г.ПЕТРОВ хуравлать:

– Çуртсенчи хваттерсен хуçисем кашни уйăхрах 8-шар тенкĕ тÿлесе тăраççĕ. Ку укçа тулашри газ пăрăхĕсене сăрлама, кранниксене ылмаштарма расхутланать.

ЫЙТУ: Эпир, Юбилейная урамĕнчи 1-мĕш çуртра пурăнакансем, хамăр хваттерсене шыв тата канализаци пăрăхĕсемпе çыхăнтарасшăн...

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.НИКИФОРОВ хуравлать:

– Ку ыйтăва татса парас тесен, çуртра пурăнакансен пухăвне ирттермелле. Пурте килĕшсен, çак ĕçе тума пулать. Кашни хваттер хуçин 10-11 пин тенкĕ укçа уйăрмалла. Сетьрен çурта килекен шыв тата канализаци пăрăхĕсене Шăмăршă ял поселенийĕн укçипе хываççĕ.

ЫЙТУ: Шăмăршăри Ленин, Космовский, Çĕнтерÿ урамĕсенчи шыв пăрăхĕсем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене çĕннисемпе ылмаштарса тухма палăртаççĕ-ши?

В.Н.НИКИФОРОВ хуравлать:

– Ку ыйту тимлĕхре тăрать. Чăваш Республикин строительство министерствин проектпа смета бюровĕнче тивĕçлĕ смета тутарнă. Ĕçсен калăпăшĕ 33 миллион тенкĕпе танлашать. Кризиса пула ку ĕç хальлĕхе вырăнтан тапранаймарĕ-ха. Шăмăршăра шыв пăрăхĕсем хывма кăçаллăха республика бюджетĕнчен укçа уйăрман.

ЫЙТУ: Юбилейная урамĕнчи 1-мĕш çурт таврашне шыв колонки лартма пулать-ши?

В.Н.НИКИФОРОВ хуравлать:

– Ку çивĕч ыйтăва çулла татса паратпăр, колонка вырнаçтаратпăр.

ЫЙТУ: Çĕнтерÿ урамĕн пĕр пайĕнче çурта кĕрекен шыв пăрăхĕсем хĕлле шăнса ларчĕç...

В.Н.НИКИФОРОВ хуравлать:

– Урамри кашни çуртах шыв пăрăхĕсемпе çыхăнтарман. Çавна май, шыв сахалтарах куçса çÿренипе, хăш-пĕр çуртсене кĕрекен пăрăхсем хĕллехи сивĕ кунсенче шăнса ларчĕç. Анчах урамри колонкăсем чăрмавсăр ĕçлерĕç.

ЫЙТУ: Юбилейная урамĕнчи пусă-колонка патне каякан тротуарсем ванса-саланса пĕтрĕç. Çавăнпа та кĕрхи-çурхи вăхăтсенче шыв ăсма çÿреме питĕ кансĕр. Вакă чул кÿрсе парсан, ăна хамăрах салатнă-тирпейленĕ пулăттăмăр.

Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Д.М.ТРОФИМОВ хуравлать:

– Çу кунĕсенче чул пырса тăкса паратпăр. Вăл таврашри тротуарсене йĕркене кĕртмеллех.

ЫЙТУ: Юбилейная урамĕнчи çуртсем хушшипе трактор-машинăпа иртсе çÿреççĕ. Картишĕнче вылякан ачасем кустăрма айне пулас хăрушлăх пысăк. Çуртсен хушшине пÿлес тĕллевпе ял поселенийĕн администрацийĕ темиçе çул каялла тимĕрпе бетон блокĕсем пырса хунăччĕ-ха. Анчах та вĕсене иккĕшне те такамсем вăрласа кайрĕç.

Д.М.ТРОФИМОВ хуравлать.

– Паллах, çуртсем хушшипех машина-трактор çÿрени йĕркеллĕ пулăм мар. Çăва тухсан çуртсен хушшине тимĕр карта тытса пÿлĕпĕр. Картана сÿтме-çĕмĕрме пăхакан çынсем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнăпăр.

ЫЙТУ: Шăмăршăра сĕтĕрĕнсе çÿрекен йытăсем нумайланса пыраççĕ. Кăçал вĕсене персе çÿрени те курăнмасть.

Д.М.ТРОФИМОВ хуравлать:

– Ку ыйтупа ĕçлеме кăçал йывăртарах. Халĕ, çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, йытăсене персе вĕлерме юрамасть. Ку ĕç валли Канашра лицензиллĕ ятарлă организаци пур. Унти çынсем, заявкăпа килĕшÿллĕн, ял поселенийĕсене тухса йытăсене çывăрттарса яракан препаратлă пульăсемпе переççĕ, хускалми чĕрчунсене автомашина кузовĕ çине тиесе Çĕрпÿри «Ветсанутиль» завода турттарса каяççĕ. Вĕсене пĕр йытă пуçне 300 тенкĕ укçа тÿлемелле. Кун валли ял поселенийĕн бюджетĕнче укçа уйăрса хăварман. Анчах ку ыйтăва татса паратпăрах. Килсĕр-çуртсăр йытăсен шучĕ хăвăрт ĕрчесе кайма пултарать. Вĕсем çынсене, уйрăмах ачасене çыртса сиен кÿрес хăрушлăх пысăк. Çак ыйтупа районти ветстанци администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр.

ЫЙТУ: Шăмăршă урамĕсенче контейнерсем лартса пани, вĕсене çÿп-çап пăрахма май пурри лайăх-ха. Анчах хăш-пĕрисем контейнер тулнине курсах çÿп-çапа юнашар пăрахса хăвараççĕ, урама варалаççĕ...

Д.М.ТРОФИМОВ хуравлать:

– Çакнашкал тĕксĕм ÿкерчĕксене тăтăшах курма пулать. Контейнерсене пушатма ĕлкĕреймен пулсан, çÿп-çапа килте хут коробкăна е миххе тултарса пымалла. Кайран вара, контейнера пушатсан, унта кайса тăкмалла. Халĕ граждансем кил умĕсене çÿп-çапран, строительство юлашкийĕсенчен тасатма пуçларĕç. Анчах вĕсене пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пурнăçласа çунтарса ямалла, контейнерсене тултармалла мар. Çавăн пекех çÿп-çапа урам вĕçне кайса тăкма та юрамасть. Унăн вырăнĕ – свалкăра.

Сăмахăма вĕçлесе çакна та хушса калас килет. Юртан тасалнă май халĕ кил-çуртсен умĕсенче, урамсенче сахал мар çÿп-çап курма пулать. Вĕсене халех, пахчасенче хĕрÿ ĕç пуçланиччен тасатасчĕ. Тирпейлĕ урамсем хамăра савăнăç кÿрсе тăччĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика