14 апреля 2010 г.
– ЭХ, ачам, – терĕ те В.Филиппова, куçĕсене тутăрпа шăлса илчĕ. – Каллех çав вăхăтсене аса илмелле-ши?
Патирекре пурăнакан Валентина Николаевнан вара аса илмелли сахал мар. Вăл хăй те – тыл ветеранĕ, кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Унпа çак кунсенче Шăмăршăра тĕл пулса калаçма тÿрĕ килчĕ.
– Ман мăшăрăм – Михаил Федорович – Патирекре 1921 çулта çут тĕнчене килнĕ, – калаçăва пуçларĕ вăл.
М.Филиппова 1940 çулта çар ретне тăратнă иккен. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, вăл, сержант, Белая Церковь хули патĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Ун чух ентеш кавалери дивизийĕнче службăра тăнă. Вĕсен дивизине фашистсем хупăрласа илсен, ункăран темиçе çын çеç тухма пултарнă. Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш.
Сталинграда сыхласа хăварассишĕн те паттăррăн çапăçнă, юн тăкнă М.Филиппов, виçĕ хутчен аманнă. Госпитальрен сывалса тухнă та – каллех çапăçу хирне.
1947 çулта çеç тăван яла таврăннă салтак, тÿрех ĕçе пуçăннă. Вăрçă вăхăтĕнче юхăнса çитнĕ хуçалăха камăн-тăр çĕклемелле-вĕт. Малтанласа платникре ĕçленĕ вăл, унтан арманта çăнăх авăртнă, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ял тата кÿршĕ ялсен çыннисене паха çăнăхпа савăнтарнă.
Мăшăрĕ те, паллах, килте алă усса ларман – Валентина Николаевна колхозра, каярахпа шкулта техничка пулса ĕçленĕ. Вĕсем Михаил Федоровичпа çичĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
М.Филиппов фронтра хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕр-шыв наградисене те тивĕçнĕ. Шел, вăрçă ветеранĕн ĕмĕрĕ вун ултă çул каялла татăлнă.